Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çемьери пек

15 ноября 2017 г.

 

Ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, теççĕ халăхра. Услапа Нурăсри Галина Козлова ир-ирех, тул çутăличченех вăранать те килти ĕçсене пурнăçланă хыççăн «Броневик» хуçалăхăн фермине çул тытать. ,ç вырăнне çитсен, осеменатор пулнă май, выльăх-чĕрлĕхе пăхса çаврăнать. ,несем йĕркеллех çĕр каçнине пĕлсен кăна чунĕ лăпланать унăн. Паян та ирех ĕçре Г.Козлова. Хастар хĕрарăмпа тĕл пулнă чух сехет йĕппи çиччĕ иртни çирĕм минут çитнине кăтартатчĕ.

– Ферма ĕçне кÿлĕнтĕн пулсан нумай вăхăт çывăрса выртаймăн. Дояркăсем авă ирхи сăвăма вĕçленĕ хыççăн киле те кайрĕç ĕнтĕ. Халĕ кунта пĕрне те курмастăн. Кăнтăрла иртни тăваттăра тепре килеççĕ, паллах. Ир те, каç та ĕне сăваççĕ дояркăсем. ,çĕ çăмăл мар пулсан та тивĕçе ăнланса пурнăçлаççĕ, яваплăха ялан туяççĕ, – терĕ Галина Козлова осеменатор.

Вăл каланă тăрăх, фермăра çичĕ доярка. Пĕри улăштараканни. Кăмăн кану кунĕ е пĕр-пĕр çĕре васкавлăн каймалла – Светлана Цыпленкина ĕçе тухать. Кашни дояркăна хĕрĕх ĕне çирĕплетсе панă. Нина Куликова, Валентина Романова, Валентина Сорокина, Наташа Саввова, Алина Петрова, Ирина Семенова дояркăсем пысăк хастарлăхпа ĕçлеççĕ. Асăннă ĕçченсенчен виççĕшĕ Элĕк районĕнчи Карачураран килсе çÿреççĕ. Вĕсене Гера Алексеев автомашинăпа турттарать: ирпе яла кайса илет, ĕç пĕтерсен леçсе ярать. Кашни ĕнерен сĕт ытларах суса илесси тĕп тивĕç пулса тăнă дояркăсемшĕн. Çавăнпа пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлеççĕ.

Акă ферма заведующийĕ Владимир Куликов та курăнса кайрĕ. Вăл та пирĕнпе калаçма хирĕçлемерĕ.

– ,çне кура – хисепĕ, теççĕ. Эпир хамăр патра ĕçлекенсене май пур таран хавхалантарма тăрăшатпăр. Вĕсене тырăпа та, утăпа та тивĕçтеретпĕр. Фермăра вăй хуракансем шалу вăхăтра тата уйăхра икĕ хутчен илеççĕ. ,çлемешкĕн условисем япăх мар, халĕ дояркăсем ĕнесене темиçе çул каялли пек алăпа сумаççĕ. Ятарлă аппаратпа ĕçе пурнăçлани çăмăллăх кÿрет вĕсене. Сĕт пăрăх тăрăх тÿрех сивĕтмĕше каять. Унта вăрах тытăнса тăмасть, автомашинăпа илме килеççĕ. Сĕте икĕ çĕре ăсататпăр. Хĕл çывхарнă май хак ÿсни палăрать. Çакă савăнтарать пире. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăха тупăш кÿрекен çăлкуçсенчен пĕри. Ахальтен мар хуçалăха ертсе пыракансем ферма çине тимлĕх уйăраççĕ, – каласа парать В.Куликов.   

Кăçал çу кунĕсенче ферма çурчĕсене сăрласа шуратнă, çавăн пекех вак-тĕвек юсав ĕçĕсем те туса ирттернĕ.

– Эпир пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Коллективра ăнланулăх хуçаланать. Опытлисем çамрăкраххисене кирлĕ сĕнÿ-канаш пама хирĕç мар. Фермăра ĕçлеме çынсем çителĕклĕ, – пĕлтерчĕ  заведующи.

Дояркăсем кăна-и, ыттисем те тăрăшуллă. Пăру пăхнă çĕрте акă тăваттăн тимлеççĕ: пĕр хĕрарăмпа виçĕ арçын. Галина Куликова, Николай Герасимов, Василий Керзаков, Николай Павлов ĕçшĕн çунаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ. Вĕсем витене апата лашапа кĕртеççĕ те хыççăн валеçсе тухаççĕ. Пăру пăхакансемшĕн ытти ĕçсем те пур. Пĕр сăмахпа, кичемленме вăхăт çук. Николай Леонтьевпа Юрий Пыркин слесарьсем те ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ. Сергей Куммин вара тракторпа тислĕк илсе тухать. Калининăри ветеринари участокĕнче тăрăшакан Александр Николаев та куллен фермăна килсе каять. Выльăхсем чирлесе ÿкмен-и – çакă интереслентерет ветеринара. Тĕрлĕ чир-чĕр ересрен прививкăсене вăхăтра тăвать. Ыттисем пекех дисциплинăна çирĕп пăхăнать.

Ферма ĕçченĕсене Василий Илларионовпа Олег Викторов трактористсем чылай пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем апата выльăхсем патне техникăпа çитереççĕ. Валерий Корниловпа Владимир Павлов тата Юрий Еремеев рабочисене те ырăпа асăнмалла. Виççĕшĕ валли те ĕçĕ çителĕклĕ.

Çулла ĕнесене витере тытман, улăх-çаранра çÿретнĕ. Фермăна сума хăваласа килнĕ те, ĕçе пурнăçласан лагере илсе кайнă. Выльăхсем ятарлă картишре çĕр каçнă. Халĕ вара, кĕркуннене кĕнĕренпе, витере.

– Юлашки вăхăтра сăвăм кăшт чакрĕ, мĕншĕн тесен хăшпĕр ĕнесем пăрулама хатĕрленеççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çавăнпа та выçă тăмĕç. Ăратлăха лайăхлатассипе те ĕçлеместпĕр мар. ,несене искусственнăй майпа пĕтĕлентеретпĕр. Унăн усси пурах – тĕреклĕ пăрусем илетпĕр. Ял çыннисем те хăйсен выльăхĕсемпе пирĕн пата килеççĕ, – ĕç-хĕле уçăмлатрĕ Галина Козлова осеменатор.

«Броневикри» ферма ĕçченĕсем мал ĕмĕтпе ĕçлесе пурăнаççĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенчисем тимлеççĕ. Акă Алина Петрова вăтăр урлă çеç каçнă. Çамрăксем выльăхсем патне туртăнаççĕ пулсан малашлăх пурри иккĕлентермест.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика