Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхри тĕллеве пурнăçланă

18 ноября 2017 г.

 «Хорнзор» хуçалăх механизаторĕ Юрий Артемьев яланах ĕçе юратнипе, ăна тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать. Çĕр ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хураканскер ырă ята тивĕçнĕ. Вăл 1977 çултанпа ял хуçалăх производствин аталанăвĕшĕн тăрăшать. «Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», – текен каларăша ялан асра тытать Хурăнсур Çармăсри Юрий Константинович. Ахальтен мар шкул сакки çинчен тухсан хăйĕн пурнăçне йăлтах тăван кĕтеспе çыхăнтарнă.

– Вăхăт тени хăвăрт малалла шăвать. Халь эпĕ 57ре. Иртни вара халĕ те куç умĕнчен тухмасть. Атте манăн колхозра тракторпа ĕçлетчĕ. Ир тухса каятчĕ те каç пулмасăр та киле таврăнмастчĕ. Уншăн питĕ тунсăхласа çитеттĕм тепĕр чух. Ара ача пулнă-çке, аттен ачашлăхне туяс килнĕ пуль. Кĕçĕн классене хыçа хăварсан, канмалли кунсенче мехпарка кайма пуçларăм. Техника патĕнче мĕн тăвать-ха вăл – çавна тимлĕн сăнаттăм. Трактора юсанă чух май пур таран пулăшма тăрăшаттăм. Интерес пысăкчĕ манăн, техникăран вуçех те уйрăлас килместчĕ. Атте киле кайма ыйтсан та хирĕçелсе тăраттăм. Гусеницăллă тракторпа çÿретчĕ те, пушшех кăсăклăччĕ. Ÿсерехпе, тилмĕрнине пула, руль тытма шанма пуçларĕ. Уйра суха тунă вăхăтра техникăпа çÿреттĕм. Хăлхара шăв-шав, куç умĕнче – тусан. Апла пулин те кабинăра сехечĕ-сехечĕпе ларса çÿреме хатĕрччĕ, мĕншĕн тесен тракторист ĕçне килĕштереттĕм, – ачалăхран пуçларĕ калаçăва Ю.Артемьев.

Шкул çулĕсенчех ăна тракторист пулас ĕмĕт çунатлантарма пуçланă. Куллен Çĕрпеле утнă, кунти вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлĕве туптанă. Класс ертÿçи унран ÿссен мĕнле профессипе пурнăçа çыхăнтарма шутлатăн тесе ыйтсан, пĕр тытăнса тăмасăр çапла хуравланă: тракторист. Каланине çилпе вĕçтермен, тĕллев лартнă та ăна пурнăçланă. Сакăр класс пĕтерсен Калининăри профессипе техника училищине вĕренме кайнă. Кунта ăс-тăна анлăлатнă, техника вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Вĕренÿре юлхавланман çамрăк, çирĕп пĕлÿсĕр техникăпа ÿсĕм тума май çуккине ăнланнăран тăрăшса вĕреннĕ. Тракторист удостоверенине илме тивĕçнĕ. Тăван ялтан уйрăлма шутламанскер вырăнти «Янгорчино» колхоза кайнă та ертÿçĕпе курса калаçнă, техникăпа ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Хуçалăх председателĕ çамрăка урапаллă трактор шанса панă. Хыççăнах Юрий Константиновичшăн ĕç биографийĕ пуçланнă. Паянхи кун та техникăран уйрăлмасть, хĕрĕх çул руле алăран вĕçертмест. Çĕр çинче çăкăр ÿстернишĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунишĕн хăпартланать кăна.

– Ку таранччен тĕрлĕ маркăллă тракторпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Суха та тунă, тырă та акнă – пурнăçламан ĕç юлман та пулĕ. Хальхи вăхăтра вара МТЗ-80 маркăллă тракторпа çула тухатăп. Çулталăкăн кирек хăш уйăхĕнче те ĕç пур маншăн. Хĕрÿ тапхăрта уйрăмах канăçа çухататăн, тĕттĕмленсен кăна киле çитетĕн. Юрать-ха мăшăр – Раиса лайăх ăнланать, уй-хирте яра куна ĕçлесе çи-пуçа вараласа таврăнсан та ятлаçмасть. Юратнă çыннăм район тĕп больницинче тимлет. Иксĕмĕр тăватă ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратрăмăр. Виççĕшĕ çемьеллĕ. Коля ялтан уйрăлмарĕ, хуçалăх фермине ĕçе вырнаçрĕ, – терĕ Юрий Артемьев. 

Вăл Çĕрпел хĕрĕпе вăтăр тăватă çул каялла пĕрлешнĕ те, унтанпа пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăр 1988 çулта çĕнĕ пÿрт çĕклесе лартнă. Ырлăх-пурлăх тар тăкмасăр пулмасть паллах. Иккĕшĕ те ĕçе юратаççĕ. Юрий Константинович халĕ техникăна алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек лайăх тĕшмĕртет. Арканса кайсан та кăлтăка çийĕнчех тупать, кĕске вăхăтра юсама пултарать. Техника тыткăнне лекнĕскер унăн чури яланлăхах пулса тăнă вăл. ,çе чунпа-чĕрепе парăннăскер мĕн хушнине тĕплĕ тума хăнăхнă. Уй-хир арçынна илĕртет, çавăнпа хăйне шанса панă трактортан уйрăлмасть. «Хурçă учĕпе» пĕр чĕлхерен пулнăран ÿсĕмне те тăвать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика