Комсомольский муниципальный округ

"Санăн професси суйлавĕ"

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2017 çулхи ноябрĕн 20-24-мĕшĕсенче "Санăн професси суйлавĕ" ятпа волонтерсемпе профориентаторсен акцине йĕркелет. Акцие вĕренекенсене пулас профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ професси çыннисем вĕренекенсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕ çинчен каласа кăтартĕç.



"Каçал Ен"
21 ноября 2017
12:51
Поделиться