Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Ене Хĕл Мучи килет

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ене Аслă Устюгра пурăнакан Хĕл Мучи килсе çитмелле.

Çĕршывăн тĕп Хĕл Мучийĕ Çĕнĕ çулхи çул çÿреве тухнă та ĕнтĕ. Вăл Якутск, Хабаровск, Симферополь, Вологда, Ижевск, Омск, Тольятти, Самар, Кострома тата ытти хулана çитсе курма палăртнă. Пирĕн республикăна пĕрремĕш хут килекен шур сухал хулари Çĕнĕ çул мероприятийĕсен программине старт парĕ. Акă Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илÿ центрĕнче Чăваш Енри пĕрремĕш елка иртĕ, çав кунах сумлă хăна чăваш Хĕл Мучийĕпе курнăçĕ. Вĕсем пĕрле «Асамçăсен шкулне» тата «Хĕл Мучи почтине» уçĕç.

Сăмах май, ТурСтат агенство тишкерĕвĕ тăрăх Раççейри чи паллă Хĕл Мучисен рейтингне тунă. Ăна Хĕл Мучисен резиденцине туристсем мĕнле тăтăш çÿренине кура йĕркеленĕ. Чăваш Енри Мучи чи лайăх вунă сăнар йышне кĕнĕ, 8-мĕш вырăнта тăрать. Вăл хăнасене Юр Пикепе пĕрле Шупашкар районĕнчи «Ясна» этнокомплексра йышăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 ноября 2017
12:03
Поделиться