Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Участковăй полици сăн-сăпатне палăртать

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче полицинчи участок уполномоченнăйĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри, ахăртнех, Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче çак должность ытла та ансат тесе шутлать-тĕр. Анчах та полицин участок уполномоченнăйсен служби вара право хуралĕн тытăмĕнче тĕп шăнăр тесен те йăнăш пулмĕ. Ара, шăп та шай вырăнти лаптăк «хуçисем» шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕсене ахаль граждансемпе çыхăнтаракансем темелле.

Çемьери харкашусем, йăлара татса пама май çук ыйтусем, шанчăксăр çынсене тĕрĕслесе тăрасси, йывăр çемьесенче пуласси - участок уполномоченнăйсен ĕçĕн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç-ха. Пирĕн служба сотрудникĕсем право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарнипе пĕрлех преступленисене уçса парас ĕçе те хутшăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсен хăйсен ĕçĕнче психолог та, педагог та, сăнавра тăракансемшĕн çывăх çын та пулма тивет. Элĕк районĕн территорийĕнчи ялсенчи лăпкăлăх 6 участковăйĕнчен килет. Элĕк салипе ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхе Андрей Андреев сăнаса тăрать. Йăлкăш, Чăваш Сурăм, Питĕшкасси ял тăрăхĕсенчи граждансемшĕн Алексей Павлов яваплă. Шĕмшеш, Ураскилт ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн Александр Морозов тăрăшать пулсан, Тени, Ехремкасси участокĕсенчи лару-тăрăва Алина Волкова аслă участок уполномоченнăйĕ куçран вĕçертмест. Мăн Вылă, Тавăт ял тăрăхĕсенче пурăнакансем вара Евгений Андреев участок уполномоченнăйне аванах пĕлеççĕ. Александр Соловьев ку тытăмра чи çамрăкки темелле. Апла пулин те çирĕплĕхпе, вырăнти йĕркелĕхе сыхлассине мĕнпур ĕçрен мала хунипе Юнтапа, Крымсарайкка ял тăрăхĕсенче пурăнакансен шанчăкне кĕме пултарчĕ.

Иртнĕ 10 уйăхра регистрациленĕ 99 преступленирен участок уполномоченнăйĕсем 39-шне хăйсен вăйĕпех уçса панине палăртмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ йăлара е çемьере çапса-хĕнесе пĕтернипе, сывлăха ятарласа çăмăл сиен кÿнипе, вĕлерессипе хăратнипе çыхăннисем. Асăннă преступленисене камсем тунин статистикине тишкерес пулсан йĕркене ытларах чухне ниçта та ĕçлеменнисем, унччен те ÿсĕрле право йĕркине пăснисем тăваççĕ. Участок уполномоченнăйĕсем административлă майпа саккуна пăснисене те куçран вĕçертмеççĕ. Иртнĕ 10 уйăхра вĕсем 607 çын тĕлĕшĕпе адмпротокол çырнă. Вĕсенчен 31-шĕ пĕчĕк хулиганла ĕçсемшĕн пулсан, тепĕр 343-шĕ - эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн обществăлла вырăнсенче çÿренишĕн.

Вырăнсенчи преступленисене уçса парас тĕлĕшпе ĕçленипе пĕрлех профилактика çине те пысăк тимлĕх уйăрма тивет лаптăк «хуçисен». Çула çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕпе пĕрле тăтăшах шкулсенче те пулаççĕ.

Коллективĕ кирек епле лару-тăрура та пĕр шухăшлă та туслă пулнине палăртмалла. Пысăк опытлă участковăйсем çамрăксене пулăшса пыраççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсен кулленхи ĕçĕнче татса паман ыйту çук та.

Дмитрий ШАКАРОВ, участок уполномоченнăйĕсен начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2017
11:31
Поделиться