Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр кун – пируссăр

Ноябрь уйăхĕн кашни 3-мĕш кĕçнерникунĕнче Пирус туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тума йышăннă. Кăçал вăл ноябрĕн 16-мĕш-не килчĕ.

Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирус туртма пăрахас текенсен характерĕ тата вăй-хăвачĕ хăйне евĕрлĕ пулни кăна çителĕксĕр, ума лартнă тĕллеве пурнăçлама çирĕплĕх кирлĕ. Пирус туртни тĕрлĕ чире (кунта чĕрен ишеми чирĕ, пуç мимин чирĕсем, ÿпке тата тип пыр ракĕ кĕреççĕ) аталантарнăран врачсем ку сивлек йăла-йĕркен тыткăнне лекнисене пĕр кун та пулин туртмасăр пурăнма сĕнеççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, туртакансен 20 проценчĕ çеç пĕрре тытăнса пăхнипех ку чиртен хăпма пултарать. Çапах та хамăр сывлăха сыхласа хăварас тĕлĕшпе утăм тунин усси пурах. Туртма пăрахсан тепĕр 8 сехетренех юнри кислород шайĕ йĕркеленсе каять, эрне хушшинче пит тĕсĕ лайăхланать, тепĕр уйăхран ывăнни тата пуç ыратни иртсе кайнине туйма пуçлатăр, çур çултан чĕре чирĕ аптратма пăрахать, çулталăкран ишеми чирĕпе вилме пултарасси икĕ хут чакать, пилĕк çултан ÿпке тата тип пыр чирĕпе чирлес хăрушлăх та икĕ хут пĕчĕкленет.

Табак туртни эпидеми шайне çитнĕ. Паян ăна наркоманипе алкоголизмпа пĕр рете лартмалла. Çулсерен табак туртнипе 7 миллиона яхăн çын вилет, енчен çак пулăма чарас тесе нимĕнле утăм та тумасан 2030 çул тĕлне вĕсен шучĕ 8 миллионран та иртмелле. Шухăшласан, хамăр ирĕкпе пирус туртни этемлĕх умне мĕн тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратать! Вăл никама та шеллемест, чирпе вилĕм илсе килет, çемье тата наци экономикине пысăк тăкак кÿрет.  

М.МИХАЙЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2017
11:31
Поделиться