Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыркăмăллăх кунĕ иртрĕ

Ĕнер çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх кунне паллă турĕç. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем «Çĕршыв вăл - эпĕ тата эсĕ» ятпа ыркăмăллăх урокĕ ирттерчĕç. Вĕренекенсем тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, пĕрпеклĕхĕсемпе тата уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç. Çав ятпа «Толерантность - тăнăçлăх çулĕ» кĕнеке куравĕ те интереслĕ пулчĕ. Библиотека ĕçченĕгсем ачасене валли «Толерантность - вăл ...» электрон презентаци те хатĕрленĕ. Пĕрне-пĕри хисеплени, йывăр вăхăтра пулăшни тăнăç пурнăçпа пурăнма май парать, терроризм çулне пÿлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2017
11:31
Поделиться