Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Никама та тимлĕхсĕр хăвармастпăр

«Куç вăйĕ чакнинчен хăрушăраххи нимĕн те çук. Çакă вăл каласа ăнлантарма çук кÿренÿ, суккăрланни этем çут тĕнче кураслăхне тăхăр вуннăмĕш пайне туртса илет», - тенĕ вырăссен паллă классикĕ Максим Горький. Çавăнпа та ку енĕпе таса-сывă çынсен тивĕçĕ - сĕм суккăрсене тата куçĕ витĕрех курманнисене пулăшасси.

Çулсеренех ноябрĕн 13-мĕшĕнче Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Ăна мĕнпур çынна куç вăйĕ чакнисем тĕлĕшпе, çавна пулах йывăрлăха лекнисене тимлĕх уйăрма вĕрентес тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕ куç курманнипе инвалида тухнă 200 ытла çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри сĕм суккăр. Вĕсем Муркаш тата Элĕк районĕсенче пурăнаççĕ.

Апла пулин те вĕсене тимлĕхсĕр ниепле те хăварма май çук. Вĕсен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртес, хăйсене ыттисемпе пĕр танах туйма майсем туса парас тĕлĕшпе культурăпа спорт, сиплев мероприятийĕсене ирттеретпĕр. Пирĕн организацинче шутланса тăракансем тăтăшах республика шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнса пуçарулăх кăтартаççĕ.

Иртнĕ кунсенче Шупашкар хулинче инвалида тухнисен професси ăсталăхне палăртас тĕлĕшпе «Абилимпикс» ятпа республикăри 1-мĕш чемпионат иртрĕ. Асăннă мероприятие пĕтĕмпе 39 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕн членĕсем - Юрий Сорокинпа Николай Александров массажистсем. Пирĕн массажистсем конкурсра ĕçтешĕсемпе пĕрле массаж тумалли техникăпа паллаштарчĕç.

Мероприяти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне Юрий Сорокин массажист ăсталăхпа палăрнине, çак ĕçе пысăк шайра пурнăçланине пĕлтерчĕç. Чемпионатра вăл 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Юрий 1994 çулта Кисловодскинче медицина колледжне пĕтернĕ, медицина массажĕ енĕпе професси пĕлĕвне илнĕ. Халĕ ăста специалист Элĕкри тĕп больницăра массажистра ĕçлет.

Ку чухне çакна та палăртма кăмăллă, Юрий Сорокинăн ачисем те обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаççĕ. Куç курманнине пула инвалида тухнисен тата Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин членĕсен ачисем хутшăннипе ирттерекен «Пултарулăх фейерверкĕ» рес- публикăри уçă фестиваль-конкурсра та пултарулăхпа палăрчĕç вĕсем.

2017 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ фестивале 60-а яхăн ача хутшăнчĕ. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут иртрĕ. Шупашкар хулинчи «Южный» Культура çуртĕнче иртнĕ мероприятире ачасем тĕрлĕ ушкăнра вокал, инструменсемпе каласси, сăвă вуласси, театр, хореографи енĕпе ăмăртрĕç. Ун чухне Кристинăпа Дима Сорокинсем Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркаш районĕнчи организацийĕн чысне хÿтĕлерĕç те. Кристина «Çемье гимнĕ» тата «Ирĕклĕ кайăк» юрăсене илемлĕ шăрантарчĕ, «Юман айĕнчи сысна» юптарăва куракана тыткăнламалла вуласа пачĕ. Дима вара «То березка, то рябина» тата «Дорога добра» юрăсемпе сцена çине тухрĕ.

Ачасене сцена çинче ашшĕпе амăшĕ, Юрийпа Светлана Сорокинсем, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕн председателĕ Анастасия Михайлова хавхалантарчĕç.

Фестиваль кăтартăвĕсем тăрăх, Кристина «Вокал» номинацире иккĕмĕш вырăна, Дима вара фестивале хутшăнакан дипломне тивĕçрĕ. Ачасене мероприятие хатĕрленĕшĕн Юрий Сорокина Тав хучĕпе чысларĕç.

Надежда ГРИГОРЬЕВА,

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕн секретарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2017
11:31
Поделиться