Комсомольский муниципальный округ

ЗАГСа каймасăрах

ЗАГС органĕсем кỹрекен пилĕк пулăшăва çынсем килĕнчен тухмасăрах - электрон мелпе - илме пултараççĕ.

Чăваш Республикин Юстици министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал январь-октябрь уйăхĕсенче республикăри ЗАГС органĕсем патшалăх пулăшăвĕсене 67,7 процент электронлă мелпе кỹнĕ. Ача çуралнине регистрацилес тĕллевпе заявлени çырнисенчен 78,4 процент çак меслете суйланă, мăшăрланас тĕллевлисем - 64,6, уйрăлма шухăш тытнисем - 51,7, çын вилнине регистрацилес текенсем - 78, ача çут тĕнчене килнине ĕнентерекен документа тепĕр хут илес текенсем 49,7 процент пулнă.

Электронлă пулăшусем çынсене вăхăта перекетлеме май параççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне граждансем тĕрлĕ тĕллевпе килĕнчен тухмасăрах заявлени яма пултараççĕ.

Тĕплĕ информаципе www.gosuslugi.ru сайтра паллашма пулать



"Каçал Ен"
21 ноября 2017
10:44
Поделиться