ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки валли вăрлăх вăхăтра хатĕрлемелле

17 ноября 2017 г.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн аван тăрăшаççĕ. Тухăçĕ те япăх мар. Çапах та пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси тĕп вырăнта пулмалла. Çитес çулхи çураки валли районĕпе пурĕ 27840 центнер çурхи культурăсен вăрлăхне хывса хăварнă. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çурхи туллăн "Московская-35", "Эстер", "Ульяновская-100", "Симбирцит", "Экада-70", урпан "Эльф", "Владимир", "Раушан", сĕллĕн "Гунтер", "Адама", "Рысак" "Комес", пăрçан "Дударь", викăн "Льговская-22", "Спутница" сорчĕсене çитĕнтереççĕ.

Вăрлăх хатĕрлес ĕç пирĕн районта еплерех пырать-ха? Хальлĕхе вăрлăхăн 39 процентне çеç тĕрĕсленĕ. Хуçалăхсен вырма тапхăрĕнче тырпула кирлĕ пек тасатса кĕлете кĕртме вăхăт пулмарĕ. Тен, çавăнпа вăрлăх хатĕрлес ĕç кая юлчĕ. Вăрлăха тĕрĕсленĕ хыççăн çакна палăртса хăварас килет: кашни çулах "Слава", "Труд", "Асаново", "Рассвет", "Восток" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Искра" колхоз, "Слава картофелю" агрофирма тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавна май вĕсен тыр-пул тухăçĕ те кашни çулах ỹссе пырать. Тĕслĕхрен, районти хуçалăхсем вăтамран пĕр гектартан 26 центнер тухăç илнĕ пулсассăн, асăннă хуçалăхсенче вăтам тухăç 27-45,7 центнерпа танлашнă. Ыттисем темшĕн ĕçе вăраха яраççĕ, вăрлăха çĕнетесси çине тимлĕх уйăрмаççĕ. Çавăнпа та вĕсен тухăçĕ те пĕчĕк.

Репродукци шайĕпе пăхас пулсассăн, хуçалăхсенче элита вăрлăх та сахал - 3,5 процент çеç. Хуçалăхсенче 1-4 репродукциллĕ вăрлăх 70,6 процент йышăнать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара кивелнĕ, пĕр-пĕринпе хутăшса кайнă вăрлăх (26 процента яхăн) пурри те пăшăрхантарать.

Районта паянхи кун вăрлăх тасатассипе 9 хуçалăх ĕçлет. Хуçалăхсен ĕç планĕ пысăк-ха: вăрлăха тасатмалла, çĕнетмелле.

Н.ЧЕРНОВА,

"Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПУ филиалĕн районти уйрăмĕн ертỹçи

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика