Комсомольский муниципальный округ

Вĕренекенсен налук пирки пĕлмеллех

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче "Налук пĕлỹлĕхĕн кунĕ" иртрĕ. Районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов, налук тỹлекенсемпе ĕçлекен тата учет пайĕн начальникĕ Владимир Осипов 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

Вĕренекенсене налук пĕлỹлĕхĕпе паллаштарасси - паянхи кун тĕп вырăнта. Налуксене мĕншĕн тата мĕн чухлĕ тỹленине кашни çыннăн лайăх пĕлмелле. Çитес вăхăтра професси суйласа илес текенсен вара пушшех те. Тен, хăшĕ-пĕри шăпах налук службинче ĕçлес тĕллевлĕ.

Вячеслав Александрович чи малтанах районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инспекци специалисчĕсем Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем тăватă районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсемпе çынсем налук епле хывнине тĕрĕслеççĕ. Налук тỹлессинчен пăрăнакансене вырăна çитсе тупса палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăрттăн ĕçлет, саккуна пăхăнмасть.

- Налуксене вара палăртнă вăхăтра тỹлемелле. Тĕслĕхрен, граждансен транспортшăн, пурлăхшăн налука декабрĕн 1-мĕшĕччен хывмалла. Уйрăм предпринимательсен, организацисемпе предприятисен налук тỹленипе пĕрлех, декларацисене те вăхăтра тăратмалла. Саккуна пăхăнса пурăнмалла, унсăрăн явап тыттараççĕ, - каласа пачĕ налук инспекцийĕн начальникĕ.

Вячеслав Александрович налук пĕлỹлĕхĕн кунне кашни çулах хăй хутшăнать, ачасене кирлĕ информаципе паллаштарма вăл яланах хавас.

- Налук пирки мĕн ачаран пĕлсе ỹсмелле. Ĕçре кирлĕ мар пулсассăн та, вăл кулленхи пурнăçа пырса тивекен ыйту. Налук хăçан тата мĕн чухлĕ тỹлемеллине пĕлсе тăмалла. Халĕ, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннă саманара, тĕрлĕ информаципе паллашма тата налука тỹлеме те çăмăл. Порталти харпăр хăй пỹлĕмне çеç кĕмелле, - пĕлтерчĕ Вячеслав Александрович.

Вĕренекенсем çĕнĕлĕхсемпе, налук инспекцийĕн ĕçĕпе хаваспах паллашрĕç.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
17 ноября 2017
15:07
Поделиться