Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурте Сывлăх кунне хутшăнар

Шăматкун, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, республикипех черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун пурте спорт учрежденийĕсене тỹлевсĕрех кĕрсе сывлăхĕсене çирĕплетееççĕ. Районта пурăнакан спорт тусĕсене валли яланхиллех Хĕрлĕ Чутай салинчи "Хастар" ФСК алăкĕсене яриех уçĕ. Район центрĕнчен аякри ялсенче пурăнакансем валли сыв- лăхĕсене çирĕплетме майсем туса парас енĕпе вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пуçне ватма тивет. Шăпах кун пирки çак юнкун иртнĕ Информкунра район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та палăртса хăварнă. Акă Элĕк районĕнчи пĕр ялта вырăнти шкулти спортзалта каçсерен пухăнса аслă ỹсĕмрисем сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ вăйăра ăмăртаççĕ иккен. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев Информкунра пĕлтернĕ тăрăх, чăрмав пулма кирлĕ мар. Районти пур шкулсенчи спортзалсенче те çамрăксем каçсерен пухăнса сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Хамăр районта чи малтан вĕсен тĕслĕхне çĕнатикассисем ăша хывнă, вĕсенчен вара - туриçĕрпỹкассисем. Ыттисене ырă тĕслĕхе шута илме, спорт тусĕсене вырăнта майсем туса пама мĕн чăрмантарать-ши? (Кун пирки çитес номерсенче ытларах сỹтсе явăпăр).

Н.ИВАНОВА.



"Пирěн пурнăç"
17 ноября 2017
09:50
Поделиться