Комсомольский муниципальный округ

Халăхсен пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх

Кашни тапхăрăн - хăйĕн уявĕ. Пурнăç улшăнса пынă май пĕрисем вăхăтлăха килеççĕ те темиçе ăру асĕнче кăна юлаççĕ, теприсем темиçе ĕмĕр манăçра пулсассăн та çĕнĕрен чĕ-рĕлеççĕ, чи пĕлтерĕшлĕ уявсем пулса тăраççĕ. Иртнĕ вăхăтсенче ноябрь уйăхĕнче Октябрьти революцине чысланă, хула-ялсенче демонстрацисем ирттерсе паллă тунă. Самана улшăннă май асăннă уяв кун-çулĕ çыннăн пĕр ĕмĕрĕнчен те кĕскерех пулнă. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕ - Турă амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ - 2005 çултанпа Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе палăрса юлма тытăннă.

Турă амăшĕн Хусанти турăшĕн уявне 1649 çулта Алексей Михайлович патша хăйĕн Указĕпе пĕтĕм халăх уявĕ тесе çирĕплетнĕ. Ăна вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран кăларса янипе çыхăнтарнă. Çакăн хыççăн Турă амăшĕн турăшĕн тĕлĕнмелле пысăк хăват пулнине ĕненме тытăннă, вăл çĕршыва упракан Çỹлти вăй вырăнне шутланнă. Уявăн политикăри ăнлавне тĕн çыннисем çапларах кураççĕ: Раççейри пăлхавлă тапхăрта патшалăх сапаланса кайнă, анчах ăна халăхсен пĕрлĕхĕ каллех пĕрлештерме пултарнă, Польша интервенчĕсене хăваласа кăларса хăйне валли çĕнĕ влаç суйласа илнĕ. Çакăн хыççăн Раççей тепĕр çур çултан импери пулса тăнă. Каярахпа çĕршыв кирек мĕнле ятпа "çỹресен" те Раççей патшалăхĕн йăли татăлман. Паянхи Раççей те хăйĕн кун-çул историйĕн тăсăмне 1612 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен тытса пырать.

Чăваш Енре 128 халăх çынни тата 8 халăх ушкăнĕ пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем - 323,3 пин, тутарсем - 36 пин, мордвасем - 13 пин, çармăссем - 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, узбек, ытти халăх çынни те пур. Патшалăх политики вĕсен сайра тĕл пулакан тата хăйне евĕрлĕ культурине, чĕлхипе йăла-йĕркине сыхласа упрама, çирĕплетме тата малалла аталантарма майсем туса пама тĕллев тытать. Чăваш Ен халăхĕ мĕн авалтанах ăшă чунлă та ырă кăмăллă, тимлĕ те туслă пулнипе паллă. Пирĕн ялсенче паян та çурт-йĕре пĕтĕм халăхпа çĕклеççĕ, уй-хирте те туслă ушкăнпа ĕçлеççĕ. "Йышпа тем те тума пулать", - тет пирĕн халăх.

Республикăра пурăнакансен пĕрлехи тăрăшулăхне пула Чăваш Ен капăрланса хитреленет, унăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ вара çĕнĕ вăйпа тулса хăватланать. Пирĕн вăй - пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче!

Халăх Пĕрлĕхĕн кунне паллă тунă май культурăпа кану центрĕнче, тĕп библиотекăра ноябрĕн 4-5-мĕшĕсенче "Искусство каçĕ" акци иртет. Ăна "Искусство пурне те пĕрлештерет" девизпа йĕркелеççĕ. Библиотекăна çỹрекенсем районти искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕн ачисен ỹкерчĕкĕсен "Ыран, паян, ĕнер" куравĕпе туллин паллашма пултараççĕ. Ăна ноябрĕн 3-мĕшĕнче, 14.30 сехетре, уçаççĕ. Çавăн пекех вулавăшра халăхсен туслăхĕпе туллин паллаштаракан кĕнеке выставкисем те йĕркеленĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлпулусемпе, мастер-классемпе пуян пулĕ. Культурăпа кану центрĕнче районта пурăнакансем валли пултарулăх каçĕ йĕркелеççĕ. Вăл 18 сехетре пуçланать.



"Каçал Ен"
03 ноября 2017
13:42
Поделиться