Министерство физической культуры и спорта
Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăхаттирсем çĕклерĕç кире пуканĕ

25 октября 2017 г.

Пăхаттирсем çĕклерĕç кире пуканĕ

Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче "Хыпар" хаçатăн Пĕтĕм Раççейри турнирĕ тимĕр вăййипе туслисене Шупашкара 34-мĕш хут пухрĕ. Чăваш Ене спортсменсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Самартан, Чĕмпĕртен, Хусантан, Пермьрен, Белгородран, Кировран, Санкт-Петербургран, Пушкăртстанран, Мордовирен, Алтайран килсе çитрĕç. Чăваш пăхаттирĕсен йышĕ те самай пысăк пулчĕ.

«Спартак» спорт керменĕнче иртнĕ савăнăçлă парада ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Игорь Солодов, спорт министрĕн заместителĕ Эльвира Матренина, ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хутшăнчĕç.

— Ку турнирта вăйлисемпе патваррисем тупăшаççĕ. Хаçат 30 çул ытла чи пархатарлă ĕçе — çынсене спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентессине — туса пырать. Издательство çурчĕ йывăр самантра та ăмăрту ирттерме вăй-хал, укçа-тенкĕ тупать, — терĕ Александр Степанович спортсменсене ăнăçу суннă май.

Татьяна Вашуркина сăмах илнĕ май «Хыпар» турнирĕ пирĕн çĕршыври чи вăрăм ĕмĕрлĕ ăмăртусенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Кăçалхи ăмăртăва чăваш халăх хаçачĕ 111 çул тултарнине халалларăмăр. Пирĕн турнир çĕр-çĕр спортсмена Раççей, тĕнче шайĕнче палăрма çул уçса панă. Кăçал та çĕнĕ ятсем палăрасса, пысăк рекордсем тăвасса шанатăп», — терĕ Татьяна Геннадиевна.

Чи малтан помост çине çамрăксемпе хĕрсем тухрĕç. Хĕрсен йышĕ яланхи пекех пысăк марччĕ пулин те вĕсен хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Чи çăмăл виçере /58 кг/ спортăн тĕнче класлă ма-стерĕ, тĕнче ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Джанита Щербина /Павлова/ мала тухрĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке хĕрĕ 24 килограмлă кире пуканне 173 хут çĕклерĕ.

Хĕрсен ушкăнĕнче Киров облаçĕнчен килнĕ спортсменсем уйрăмах маттур пулчĕç. Вĕсем тăватă медаль çĕнсе илчĕç. Турнира хутшăннă хĕрсен тĕнче чемпионкин Александра Васильевăн /Санкт-Петербург/ ăсталăхĕнчен вĕренмелли нумай пулчĕ. Вăл 24 килограмлă кире пуканне 197 хут çĕкле-ме вăй çитерчĕ.

Питĕртен килнĕ спортсменсем сатуртарах пулчĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе 15 çынран тăракан команда /ертÿçи — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Акă 30 çулти Николай Кичимаев хăйĕн виçинче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Тĕрлĕ шайри чемпионатсенче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ пăхаттир 2015-2016 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ. «Шупашкарта иртнĕ 3 ăмăртура мала тухрăм. Кунта мана ăнать, çавăнпа кăçал та хутшăнас терĕм. Кашни ăмăрту ăсталăха аталантарать, вăй- хала тĕрĕслет. Пĕчĕк турнирсенче конкуренци пысăк мар, кунта çамрăк спортсменсен шайне сăнама пулать. Нумаях пулмасть хам та яшсемпе ĕçлеме тытăнтăм», — помост çине тухма васкарĕ пăхаттир.

Санкт-Петербург командин хушшинче чăвашсем те пур. Вĕсенчен пĕри — Владимир Петров. Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи малтанхи наградисене «Хыпар» турнирĕнче çĕнсе илнĕ. Кăçал та 68 килограмлă виçере ăна çитекенни пулмарĕ. Хальхи вăхăтра Владимир Михайлович Питĕрти аграри институтĕнче ĕçлет. Унăн ентешĕ Андрей Кузьмин Питĕрти çарпа космос академийĕнче вĕренет.

Турнирăн иккĕмĕш кунĕнче тупăшу уйрăмах хĕрÿ пулчĕ. Помост çине чăн-чăн пăхаттирсем тухрĕç. Арçын спортсменсем икĕ енлĕ тупăшура /кире пуканне сулласа çĕклес тата кăкăр çинчен тĕртес енĕпе/ вăй виçрĕç. 63 килограмлă виçере РФ спорт мастерĕсем Евгений Малинниковпа Дмитрий Курчин /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ палăрчĕç. Ку каччăсем «Хыпар» турнирне кашни çул хутшăнаççĕ. Вĕсен награди те сахал мар. Акă Дмитрий Курчин 2013-2016 çулсенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Пĕлтĕр Елчĕк районĕнчи Курнавăш каччи пĕрремĕш категориллĕ судья ятне тивĕçнĕ.

68 килограмлă виçере Самар облаçĕнчи çар çынни Олег Щербин çĕнтерчĕ. Спортăн тĕнче класлă ма-стерĕ 207 очко пухса команда пухмачне ылтăн медальпе пуянлатрĕ. Çак ушкăнрах Хĕрлĕ Чутай каччи Леонид Ярадов палăрчĕ. 19 çулти яш иккĕмĕш хăнăхтарура виççĕмĕш пулчĕ. 73 килограмлă пăхаттирсен ушкăнĕнче Пермь крайĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ.

78 килограмлă спортсменсен йышĕнче Питĕр, Чăваш Ен тата Тутарстан пăхаттирĕсем палăрчĕç. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Иванов /Йĕпреç районĕ/ ку хутĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Сăмах май, ял хуçалăх академийĕн студенчĕ ЧР кире пуканçăсен федерацийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал «Чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. Чемпионсен хушшинче çамрăк спортсменсем Иван Кузьминпа Олег Леонтьев /Вăрнар районĕ/ та çухалса каймарĕç.

Ăмăртăвăн виççĕмĕш кунĕнче арçынсем виçĕ ушкăнра кĕрешрĕç. 85 килограмлă виçере Самар облаçĕн тата Питĕр спортсменĕсем мала тухрĕç. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине чăваш каччи Дмитрий Енедеров çĕкленчĕ. Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕ тимĕр вăййипе Тольятти хулинче пурăннă чухне кăсăкланма пуçланă, пĕр вăхăт тĕрлĕ ăмăртура Самар облаçĕн командин чысне хÿтĕленĕ. 2009 çулта тăван тăрăха таврăннăскер НППП /СНГ/ тата Раççей чемпионачĕсенче призер пулнă, «Хыпар» турнирĕнче те хăйĕн вăйне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.

95 килограмран çăмăлрах виçере Александр Павлов /Елчĕк/, Денис Михайлов /Чĕмпĕр/, Андрей Кузнецов /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ тата ыттисем палăрчĕç. Чи йывăр виçере икĕ пăхаттир вăй виçрĕ. Пушкăрт спортсменĕ Ильгиз Саидов Тутарстанри Павел Карасева кая хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Çав кунах ветерансем тупăшрĕç. Вĕсен йышĕнче яланхи пекех Улатăрти Валерий Притуленко, Канашри Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Патăрьелти Владимир Портнов, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Елчĕкри Олег Федоров тата ыттисем палăрчĕç.

http://hypar.ru/cv/pahattirsem-ceklerec-kire-pukane

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Министерство спорта Российской Федерации Библиотека Международной Спортивной Информации ФЦП Спорт-Инфо Фонд поддержки олимпийцев
Бесплатная юридическая помощь Проект «Открытые данные» Информационно-аналитическая система Общероссийская база вакансий «Работа в России» Федеральный центр подготовки спортивного резерва
Профилактика терроризма Противодействие коррупции Защита детей от негативной информации  Горячая линия для инвесторов
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика