Министерство физической культуры и спорта
Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хыпар" парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир паян вĕçленчĕ

22 октября 2017 г.

"Хыпар" парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир паян вĕçленчĕ

Паян «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарти «Спартак» спорткерменĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир вĕçленчĕ.

Виçĕ кун хушшинче Чăваш Ен, Самар, Ульяновск, Тутарстан, Пушкăртстан, Киров, Санкт-Петербург, Мордови, Пермь, Белгород, Алтай спортсменĕсем тĕрлĕ виçе категорийĕнче виçрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе командăсен тупăшăвĕнче малти виçĕ вырăна Санкт-Петербург, Чăваш Ен тата Тутарстан командисем йышăнчĕç.

Ăмăртăвăн виççĕмĕш кунĕнче арçынсем виçĕ ушкăнра кĕрешрĕç. 85 килограмлă виçере Самар облаçĕнчи Александр Палазюк çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Питĕрти Павел Красноперов. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Чăваш каччи — Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров çĕкленчĕ. 95 килограмран çăмăлрах виçере чемпион ятне Санкт-Петербургри спортăн тĕнче класлă мастерĕ Дмитрий Дубровин çĕнсе илчĕ. Вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 217 очко пухрĕ. Ку ушкăнрах Александр Павлов /Елчĕк/, Денис Михайлов /Ульяновск/, Андрей Кузнецов тата ыттисем палăрчĕç. Чи йывăр виçере икĕ пăхаттир вăй виçрĕ. Пушкăрт спортсменĕ Ильгиз Саидов Тутарстанри Павел Карасева кая хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Çав кунах ветерансем тупăшрĕç. Вĕсен йышĕнче яланхи пекех Улатăрти Валерий Притуленко, Канашри Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Патăрьелти Владимир Портнов, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Елчĕкри Олег Федоров тата ыттисем палăрчĕç. Пĕтĕм Раççейри турнир вĕçленсен «Хыпар» ИÇ директорĕ Татьяна Вашуркина ăмăртăва хутшăннисемпе спорт судйисене тав турĕ, аякран килнисене тăван тăрăха лайăх çитмешкĕн телейлĕ çул сунчĕ, пурне те чăваш хаçат-журналне вулама сĕнчĕ.

Сергей КИРИЛЛОВ, тĕп судья:
— Кăçалхи турнирта Европа тата тĕнче чемпионĕсем, спортăн тĕнче класлă мастерĕсем хутшăнчĕç, пĕрремĕш хут помост çине тухнă çамрăк спортсменсем те вăй виçрĕç. Пултаруллисем РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Ку ăмăрту хыççăн пăхаттирсем тĕнче чемпионатне хатĕрленме тытăнĕç. Вăл кăçал чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сеулта иртет. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командине 36 çын лекрĕ, вĕсен йышĕнче Чăваш Ен атлечĕсем те пур.

http://hypar.ru/cv/hypar-parnisene-cense-ilessishen-irtne-petem-racceyri-turnir-payan-veclenche

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Министерство спорта Российской Федерации Библиотека Международной Спортивной Информации ФЦП Спорт-Инфо Фонд поддержки олимпийцев
Бесплатная юридическая помощь Проект «Открытые данные» Информационно-аналитическая система Общероссийская база вакансий «Работа в России» Федеральный центр подготовки спортивного резерва
Профилактика терроризма Противодействие коррупции Защита детей от негативной информации  Горячая линия для инвесторов
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика