Министерство здравоохранения Чувашской Республики

28 процентран кая мар спиртлă хутăша сутма чарнă

28 процентран кая мар спиртлă пули-пулми хутăша сутма чарнă. Кунта сăмах эрех пирки пымасть. Чарăвĕ апат-çимĕç шутланман продукцие пырса тивнĕ.

Спиртлă шĕвексем ĕçсе çынсем наркăмăшланни çинчен час-часах илтме тивет. Аптекăсенче тем йышши те пурччĕ пĕр вăхăтра. Тĕрлĕ ароматизатор ярса тултарнăскерсене ĕçке сулăннисем çеç мар, тахçан та пĕрре алла черкке тытаканнисем те тепĕр чух туянни вăрттăнлăх мар.

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнченпе вара сутуçăсен тĕрлĕ хаяр шĕвек сутма юрамасть. Чарăва çĕршывăн тĕп санитари врачĕ А.Ю. Попов юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пуснă.

Вера ТИТОВА.



"Хыпар"
23 октября 2017
08:19
Поделиться