Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ _ Сывлăхпа спорт кунĕ

Спорт вăл _ пурнăç, хускану, сывлăх, илем, телей, теççĕ халăхра. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ăна кăмăллакансем хурăн пек яштака ỹсеççĕ, сахал чирлеççĕ, час ватăлмаççĕ. Туслашма çеç ан ỹркен. Ахальтен мар çиччĕмĕш, саккăрмĕш теçеткесене вакланисем те ялсенче каçсерен уçăлма тухса утса çỹреççĕ.

Ыран пирĕн районта йăлана кĕнĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун спорт тусĕсем Патăрьелĕнчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли "Паттăр" спорткомплекса тỹлевсĕрех кĕме пултараççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 октября 2017
20:18
Поделиться