Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ют чĕлхепе пурин те экзамен тытмалла-и?

Октябрĕн 17-мĕшĕнче Федерацин вĕренÿ тата наука сферинчи надзор службин ертÿçи Сергей Кравцов ашшĕ-амăшĕпе онлайн мелĕпе Пĕтĕм Раççейри тĕлпулăва ирттерчĕ. Унта çавăн пекех Федерацин тест центрĕн ертÿçи Юлия Егоровăпа Федерацин педагогика виçисен институчĕн ертÿçи Оксана Решетникова та хутшăнчĕ.

Тĕлпулура Рособрнадзор ертÿçи тата ведомство специалисчĕсем 2018 çулта 9-мĕш тата 11-мĕш классен Патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацине, Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене, вĕренÿ пахалăхĕн наци тĕпчевне йĕркелесси тата ирттересси çинчен калаçрĕç.

Специалистсене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пама пултарчĕ. Крым, Чечен, Ярославль тата ытти регионсенчен те тĕрлĕ ыйту пулчĕ.

Çак мероприятие Чăваш Енри ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен ыйтăвĕсенче электрон майпа ярса панă. Пĕтĕм Раççейри тĕлпулура Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенĕн амăшĕ Валентина Владировна хăйĕн ыйтăвĕ çине хурав илчĕ.

«Ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем хăйсене тăтăшах интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене çийĕнчех тупрĕç. Тĕслĕхрен, кăçал 11-мĕш класра çырнă сочиненишĕн паллă лартаççĕ-и? Шкултан вĕренсе тухакансен сочиненине мĕнле хаклаççĕ? 2018 çулта ют чĕлхе предмечĕпе пурин те экзамен тытмалла-и? Рособрнадзор ертÿçи палăртнă тăрăх, 2018 çулта ют чĕлхе предмечĕпе кашни ачан экзамен тытмалла мар. Çакă хăш-пĕр регионсем техника енчен хатĕрленсе çитменнипе те çыхăннă», - ăнлантарса пачĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхне хак паракан регионти центр директорĕ Галина Арзамасцева.

Галина Юрьевна палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче вĕренекен хăй суйласа илнĕ 4 ют чĕлхе предмечĕпе экзаменсем иртеççĕ тата КИМ пичетне кашни экзамен пунктĕнчех ăша хывнă.

(Хамăр инф.).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2017
16:40
Поделиться