Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шăматкун Сывлăхпа спорт кунĕ иртет

Спорт залĕсем тата площадкисем спортăн çирĕп йăлисене тата пушă вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттермелли пысăк вырăнсем шутланаççĕ. Пирĕн район та спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывать.

Октябрĕн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун пирĕн район çыннисен тата хăнасен хăйсен сывлăхне çирĕплетме, канăва усăллă ирттерме май пур. Çак кун районти вĕренÿ учрежденийĕн спорт залĕсем, «Хĕлхем» спорт шкулĕ тÿлевсĕрех ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех Сывлăхпа спорт кунĕнче 1-11-мĕш класра вĕренекенсем ГТО нормисене парĕç. Çак комплексăн тĕп тĕллевĕ - Раççейре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетесси тата çак мероприятие хутшăнакансен йышне ÿстересси. Çул ÿсĕмне кура кашни ушкăншăн хăнăхтару тĕрлĕрен. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе пăхăр, кĕмĕл, ылтăн значоксене тивĕçме май пур.

Аса илтеретпĕр, Сывлăхпа спорт кунĕ Чăваш Ен спорт министерстви пуçарăвĕпе 2013 çултанпа кашни кварталта иртет. 2014 çултанпа вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе ăна уйăхсерен ирттереççĕ. Сывлăхпа спорт кунĕ республикăра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм.

А.ВОНИФАТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2017
16:37
Поделиться