Комсомольский муниципальный округ

Тĕрĕсленни хамăр сывлăхшăнах

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççейре кăкăрти усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă турĕç. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче çулсерен усал шыçăллă 400-е яхăн хĕрарăма шута илеççĕ. Шел пулин те, чылайăшĕн чир вăраха кайнă. Сăлтавĕ мĕнре-ши?

- Хĕрарăмсем вăхăтра тĕрĕсленменнинче тата сипленменнинче. Çавна май шăпах октябрĕн 2-30-мĕшĕсенче республикăра усал шыçăпа кĕрешмелли уйăхлăх йĕркелеме палăртнă. Сывлăх сыхлав организацийĕсем ирттерекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ - халăха çак чир хăрушлăхĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартасси. Маларах сипленме пуçласан рака çĕнтерме çăмăлрах. Çакна пурин те ăша хывмалла. Уйăхлăх пуçланнă май октябрĕн 12-мĕшĕнче район тĕп больницинче "Школа пациента" мероприяти иртрĕ. Октябрĕн 13-мĕшĕнче вара кăкăрти усал шыçăпа кĕрешес енĕпе профилактика кунĕ пулчĕ. Çак вăхăтра шăпах çынсемпе тĕл пултăмăр, калаçусем йĕркелерĕмĕр, ыйтусем çине хуравларăмăр, - пĕлтерчĕ район больницин онкологĕ Надежда Михайлова.

- Надежда Николаевна, ытларах камсем чирлеме пултараççĕ-ха?

- Чылай чухне амалăх органĕсемпе чирлисем, самăрланса кайнисем, гипертониксем, чирлĕ пĕверлисем, тăванĕсен мастопати е кăкăр ракĕ пулнисем, пирус туртакансем, атеро-склерозпа тата гипотиреозпа аптăракансем. Кăкăр тĕсĕ е форми улшăннине кашни хĕрарăмăн асăрхасах тăмалла, шыçă пуррине сиссен тухтăр патне каймалла. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртаççĕ, унран сывалма çавăн чухлĕ хăвăртрах та çăмăлрах пулать. Маммографи, ультрасасă тĕрĕслевĕсем те чире вăхăтра тупса палăртма пулăшаççĕ. Çавăнпа та сывлăха тĕрĕслесех тăмалла, тухтăрсем патне çитме те вăхăт тупмалла. Акă, октябрĕн 21-мĕшĕнче республикăри онкологи диспансе-рĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет. Çак вăхăтра тĕрлĕ анализсем пама, ультрасасă тĕрĕслевĕ витĕр тухма, специалистсенчен канашсем илме пулать.

Тепĕр хутчен аса илтерсе хăваратăп, хĕрарăмсен çулсерен маммолог тата гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелле. Кăкăр шыçсан, унăн ỹчĕ пĕркеленсен е хытсан çийĕнчех специалистпа çыхăнмалла. Тухтăрсем сире тивĕçлĕ пулăшу параççех.

- Рак чирĕпе кĕрешмелли уйăхлăх вăхăтĕнче арçынсем тĕрĕсленме пултараççĕ-и?

- Паллах, онкологи чирĕсене аталанма парас мар, вĕсене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе октябрĕн 20-мĕшĕччен районти тĕп больницăра ятарлă профилактика кунĕсем иртеççĕ. Çак вăхăтра арçынсем юн парса тĕрĕсленме пултараççĕ. Сывлăха вăхăтра упрани темрен те пахарах. Çавăнпа та тухтăр патне килессине вăраха ан тăсăр. Тĕрĕсленни - хамăр сывлăхшăнах!

А.ЕФРЕМОВА калаçнă



"Каçал Ен"
20 октября 2017
10:10
Поделиться