Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малти вырăнта – халăх шухăшĕ

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Ефимов Ыхраçырми шкулĕнче вĕреннĕ чухнех ĕçе тĕплĕ тăвассипе палăрнă, лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă.

Тăватă ывăлтан кĕçĕнни пулсан та «чи ачашши» сăмах уншăн ют пулнă. Пиллĕкрех ашшĕсĕр юлнăран пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă: хирте çемьене уйăрса панă пай çĕрĕнче пилĕк авнă, выльăх йышлă тытнăран час-часах ĕне черетне, кĕтĕве çÿренĕ. Урлă выртана тăрăх çавăрмалли килĕнче те тупăнсах тăнă. Аслисем шкулпа сывпуллашса пынă май килти йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕшĕн Петр Ильич савăнать кăна, 86 çулти амăшне Клавдия Никитичнăна чĕререн тав тăвать.Çакă ăна халĕ пурнăçра тата ĕçре чăрмавсене сирсе çитĕнÿсем патне хăюллăн ăнтăлма пулăшать.

П.Ефимов биологие килĕштернĕрен, Тăван çĕршыв умĕ-рăнсан, Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл хăйĕн телейне тупнă, пĕр курс каярах пĕлÿ пухакан Муркаш районĕн пикипе Людмилăпа паллашнă. Иккĕшĕ те диплом илсен çемье çавăрса Патăрьелте тĕпленнĕ. Петр Ильич районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие — 20, Людмила Николаевна республика ветлабораторийĕн районти подразделение 13 çул ăнăçлă ертсе пыраççĕ.

— Эпĕ кунта чĕрĕк ĕмĕр вăй хуратăп, — терĕ Петр Ефимов. — Малтан пуçлăх заместителĕн тивĕçне пурнăçларăм. Коллектива 23 çул çурă ертсе пынă Николай Григорьевич Чернышевпа çума-çумăн 5 çул ĕçлесе нумай опыт пухрăм, ăсталăх та туптанчĕ. Ветстанцин пурлăхпа техника базине çирĕплетме, автомашинăсем туянма вăй çитертĕмĕр. Халĕ акă çуртсене хăтлăлатса илемлететпĕр. Европа шайне çитме хистекен самана таппинчен юлас килмест. Хамăр тĕллĕн татса парайман ыйтусене район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Васильевич Селивановпа, унăн заместителĕпе Леонид Валерьевич Кузнецовпа пĕрле сÿтсе яватпăр. Юлашки вăхăтра администраци тĕрлĕ енлĕ пулăшу панине палăртас килет. Сикекен чирсене район территорийĕнче сарăлма парас маар тесе, вăл шутра тилĕсемпе кĕрешес тĕллевпе те, укçа уйăрать.

Халăхра анлă сарăлнă «Пĕччен сурать — типсех пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» каларăша яланах асра тытать ветстанци пуçлăхĕ. Коллектив тата ялсенче выльăх усракансен шухăшне мала хурать. Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетеççĕ-и е çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ-и — вĕçĕмех халăхпа пĕрле.

Патăрьел тăрăхĕ — республикăра выльăх нумай усракан районсенчен пĕри. Çавăнпа чир-чĕр сарăласран яланах сыхă тăраççĕ ветспециалистсем, профилактика ĕçне тÿрĕ кăмăлпа та çÿллĕ шайра пурнăçлассишĕн нумай вăй хураççĕ. Халăх хушшинче тăтăш пулса тĕллевлĕ калаçусем ирттереççĕ. Улатăр районĕ юнашарах вырнаçнă пирки /Пăрачкав тăрăхĕ те инçе мар/ Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă кунсенче Патăрьелсем пĕлтĕр канăçа йăлтах çухатнăччĕ. Инкек «çави» айне лекес мар тесе çынсем сысна йышне хăвăрт чакарнă. Халĕ 5 пин пуçа яхăн çеç. Çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 20 пин пуç патнелле капашать. Петр Ильич хресчен-фермер хуçалăхĕсем çеç мар, уйрăм çынсем те 10 ĕне таранах усранине, сĕт ялта пурăнакансен хĕллехи вăхăтра услам тумалли пĕртен-пĕр çăл куç пулнине палăртрĕ.

Мăшăрĕ те ветеринар пулнăран П.Ефимов ĕç пахалăхне лайăхлатасси, кадр ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сиресси, ытти пирки килте те канашлать, тĕрлĕ ыйту хускатать. Пĕр çыннăн — пĕр ăс, икĕ çыннăн икĕ ăс тенин пĕлтерĕшĕ пурах-тăр. Хăйĕнчен те, ĕçтешĕсенчен те çирĕп ыйтнăран ветстанцире вăй хуракансем районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Уйрăмах спорт мероприятийĕсене килĕштереççĕ. «Наци кросĕ», «Йĕлтĕр йĕрĕ» е урăх ăмăрту — ăста спортсменсемпе юнашар вĕсене те куратăн.

— Хĕлле кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче те йĕлтĕрпе ярăнма тухаççĕ. Арçынсем валли — 5 мăшăр, хĕрарăмсем валли те çавăн чухлех йĕлтĕр туяннă эпир. Райцентрти стадионта каçхине çутă та — çывăрас умĕн юратнă мăшăрпа Людмила Николаевнăпа йĕлтĕр çине тăратпăр. Ытти чухне физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишсе киленетпĕр, — пĕлтерчĕ уçă сывлăшра сывлăхне çирĕплетме кăмăллакан Петр Ильич.— Çемьере икĕ ывăл çитĕнет. Андрей — предприниматель, Сергей — студент. Вĕсем те сывă пурнăç йĕркишĕн.

Коллективри 48 çынран 32-шĕ — специалистсем, 19-шĕ — аслă пĕлÿллĕ. Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕнчисем те пур, анчах вĕсене улăштарма çамрăксем килменни шухăшлаттарать. Чылайăшĕ тÿрĕ кăмăлпа пĕр вырăнта нумай çул ĕçленĕшĕн патшалăх тата ведомство наградисене тивĕçнĕ. Вĕсене П.Ефимов ятран асăнса тухрĕ. Хăйне 2012 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ят панă. «Авангард» райхаçат район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывакан тата общество ĕçне хастар хутшăнакан çынсен хушшинче конкурс ирттернĕ. Темиçе çынран Петр Ильич «Человек года-2011» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ   



"Хыпар"
20 октября 2017
10:09
Поделиться