Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕне вĕрентен, кама вĕрентен – çавна юрат

04 октября 2017 г.

«Лайăх учитель пулас тесен, мĕн вĕрентен – çавна, кама вĕрентен – çавна чунтан юратмалла». Çак сăмахсем Шĕнер Ишекри шкулта тимлекен Альбина Георгиевна Ефремовашăн педагогика çулĕ çине тăнăранпах чăн-чăн девиз пулса тăнă

Вăл – биологипе хими тата физкультура учителĕ. Пĕр пăхсан, ку предметсем пĕр-пĕринпе ниепле те çыхăнманнине кура, юлашки специальноçпе Альбина Георгиевна учитель е сехет çитменнипе ĕçленĕ пек туйăнать. Анчах çук – хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне вăл çирĕм çул иртсен пурнăçа кĕртнĕ.

Пултаруллă учитель Чăрăшкас Хирлепре çуралса ÿснĕ. Ачаран чунĕпе-ĕçĕпе спорта парăннă. Çăмăл атлетика-и, волейбол е футбол, е йĕлтĕр – кашни ăмăртура малтисен йышĕнче. Çавăнпах физкультура учителĕ пуласси вăтам классенчех тĕвĕленнĕ. Анчах та 10-мĕш класс пĕтерсен класс ертÿçин «хĕрарăма çав специальноçпе ĕçлеме йывăр пулать, урăх предмета суйласа ил» текен сăмахĕсене ăша хывса вăл Хусанти патшалăх университетне, химипе биологи факультетне, вĕренме кĕнĕ.

Çук, ĕмĕтри шухăшне улăштарнăшăн ÿкĕнмен вăл, мĕншĕн тесен ку предметсене те юратнă.

Диплом илсен Шĕнер Ишек шкулне вырнаçнă. Специальноçĕпе уроксем тивĕçиччен кĕçĕн классене пĕлÿ никĕсне хывнă. Кайран биологипе химие вĕрентме тытăннă.

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççех тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. 2012 çулта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче физкультура учителĕн дипломне илет. Çавăнтанпа ачасене сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентет.

Юратма çеç мар, çитĕнÿсем патне ăнтăлма та. Çакна Шĕнер Ишекри шкул ачисем çăмăл атлетикăра, футболта, йĕлтĕр спортĕнче призлă вырăнсене лекнипе те палăртма пулать.

Шкулăн уйрăм спорт залĕ çук. Уроксем хĕлĕн-çăвĕн тенĕ пек стадионта иртеççĕ. Ăмăр çанталăкра теннисла выляççĕ, коридорти турник çинче туртăнаççĕ.

Тĕрлĕ предметсене вĕрентни те Альбина Георгиевнана уроксене кăсăклă ирттерме май парать-тĕр. Унран та ытла – хăй предмечĕсене, ачасене юратни. Ку шкулта пулнă вăхăтра, районти ăмăртусенче вĕренекенĕсем учительне çавăрса илсе тем ăнлантарнине пĕрре мар курнă. Çакă ĕнтĕ вăл – ăнлану, чăн-чăн хисеп, чăн-чăн ĕç.

Альбина Георгиевна мăшăрĕпе виçĕ ачана кун çути панă. Ывăлĕсем амăшĕ пекех спортпа туслă. Кĕçĕнни, Дима, «Химик-Август» командăра вылять, унсăр пуçне ирĕклĕ майпа кĕрешессине кăмăллать.

– Шкулта та, килте те ачасене уроксене, палăртнă ĕçе юратса пурнăçлама вĕрентетĕп. Савăнăçпа тунă кирек мĕнле ĕçĕн те тухăçĕ пысăк, – тет Альбина Георгиевна.

Хăйне учитель профессинче ырă, хăтлă туйнăшăн юратнă коллективне чĕререн тав тăвать.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика