Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Скандинави уттин усси пысăк

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем йышланса пыраççĕ. Çамрăксем кăна мар, аслă ăрури çынсем те спортпа çывăх пулни савăнтарать. Çул тăрăх туя тытса пыракансене чылайăшĕ асăрханах пулĕ. Спортăн çак тĕсне скандинави утти теççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те туяпа утма пулать.

Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, скандинави утти кĕлетке тата çурăм, чĕре мышцисене çирĕплетет. Спортăн çак тĕсĕпе туслашнă хыççăн чылайăшĕн юнри холестерин шайĕ чакать, вар-хырăм лайăх ĕçлеме пуçлать. Скандинави утти самăр çынсене начарланма пулăшать. Яланхи пек утнипе танлаштарсан 46 процент ытларах калори пĕтет, пĕр сехетре - 400 ккал. Унсăр пуçне мышцăсен 90 проценчĕ хусканăва хутшăнать, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав тытăмĕсен ĕçĕ лайăхланать, шăмă çирĕпленет.

Тĕрĕс утас тесен малтанах çĕре ура кĕллипе пусмалла, ун хыççăн - пуçĕпе. Пĕр алла мала ямалла, чавса тĕлĕнче вăл кăшт хуçланмалла. Çав вăхăтра патака кĕтеслетсе тытмалла, тепĕр аллин хыçалалла каймалла. Çак позицие тытса пымалла. Ытлашши пысăк утăм тусан, чавсана хуçлатмасан, алла хускатмасăр кĕлетке çумне çывăх тытсан, ура тупанне тĕрĕс лартмасан, ытлашши йывăр атă-пушмак тăхăнсан ыратнине туятăн. Утма тытăниччен хул-çурăма кăшт хускатмалла, занятие вĕçлесен канмалла. Хăш-пĕр специалист вăл е ку чирпе аптăранă чух утма сĕнмест. Çавăнпа та малтан тухтăрпа канашламалла.

Скандинави уттине кăмăллакансене «Хĕлхем» спорт шкулĕн территорине кунсерен 18 сехетрен пуçласа 21 сехетчен сывлăха çирĕплетме чĕнетпĕр. Меллĕ пултăр тесе стадионта çутă çутса панă.

В.СЕРГЕЕВ,

спорт шкулĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2017
09:52
Поделиться