Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕтемре янăрать ĕç шавĕ

01 сентября 2017 г.

ЫЛТĂН тĕслĕ анлă уй-хир пушансанах «хурçă утсем» тарăн суха тăваççĕ, çĕр ĕçченĕ тăрăшсах кĕр акине ирттерет. Çакăн пек вăл хресчен пурнăçĕ: çуркунне те, çулла та, кĕркунне те тар кăларса ĕçлемелле, яла- нах мал ĕмĕтпе тăрăшмалла.

Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем вĕçлениччен нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Çумăрлă кун комбайнсем хирте ĕçлемеççĕ пулсан, йĕтемре вăй хуракансемшĕн канăç çук. Николай Семенов машинист, Елена Ефимова, Зоя Никонорова, Галина Деомидова, Алина Сидорова, Николай Каримов, Павел Петьков ĕçченсем ир пуçласа каçченех сортировкăпа тырă тасатаççĕ. 

- Пурте маттур, - ырлать вĕсене Виктор Александров управляющи. - Вăрлăх хатĕрлесе склада кĕртеççĕ, элеватора та тап-таса тырă леçетпĕр. Тар тăкни сая ан кайтăр. 

Сăнỹкерчĕкре: Николай Семенов машинст.

Ив.САЛАНДАЕВ сăнỹкерчĕкĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика