Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе сана, тăван хаçатăм!

04 августа 2017 г.

«Шăмăршă хыпарĕ» - 85 çулта! Сахал-и ку, нумай-и? Тĕнче шайĕнчи пĕтĕм этемлĕх историйĕпе танлаштарсан, паллах, нумаях та мар. Уйрăм çын ĕмĕрĕ тăрăх пăхас пулсассăн - 85 çул вăл пирĕншĕн пысăк ỹсĕм. 

САМАНА улшăнса пынăçемĕн хаçат сăнĕпе ячĕ те, содержанийĕпе калăпăшĕпе те улшăнса пынă. Вулаканшăн интереслĕ те ансат пулни, районăн паллă та хисеплĕ çыннисем çинчен каласа пама тăрăшни, унăн ỹсĕмсемпе пурнăçне çутатса пани вара - яланхи улшăнми пулăм. 

85 çулти «Шăмăршă хыпарĕн» историйĕ пуян та ятлă-сумлă. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятсемпе тухса тăнă пулин те («Колхозник сасси» - 1932 ç., «Сталин ялавĕпе» - 1938 ç., «Коммунизм çулĕ» - 1959 ç., «Шăмăршă хыпарĕ» - 1991 çултанпа паянхи кунччен), вăл районти халăха пурнăçа çĕнетсе улăштарма хавхалантаракан йыхравçă, çунат хушакан вăй пулас пĕлтерĕшне çухатман. 

Хаçат паянхи кун та ырă ĕç тăвать - район экономикипе социаллă пурнăçне тĕреклетес, рынок хутшăнăвĕсемпе унăн тỹнтерле енĕсене çутатас, ĕç çыннисен пурнăç шайне хăпартас, вĕсен социаллă хỹтлĕхне тивĕçтерес, хуçасăрлăхпа ытти кăлтăк-сăлтăка хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе сахал мар материал пичетленет. Хаçат журналисчĕсем: Раççей Журналистсен союзĕн редакцири пуçламăш организацийĕн секретарĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Иван Михайлович Саландаев - 40 çул ытла, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ тата А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Владимир Николаевич Михайлов - 30 çул ытла, çамрăк корреспондент Наталия Николаевна Ильина (Морозова) район пурнăçне пур енлĕн те тарăннăн, тĕрĕс çутатассине, паянхи саманапа тан пырассине хăйсен тĕп тивĕçĕ-тĕллевĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсен пултарулăхне вулакансем тĕрĕс хаклама пултараççĕ. 

Çупкăмăн - çупкăмăн пуçтарнă информаци халăх патне çитет. Чылай чухне редакцие штатра тăман корреспондентсем пулăшаççĕ. Вĕсем пулăшнипех ĕнтĕ райхаçатăн содержанийĕ тарăнланса, сăн-сăпачĕ илемленсе калăпланать. 

Хаçат вулакансемпе çыхăну тытса тăма тăрăшать, вĕсемшĕн шанчăклă тус-юлташ та çывăх тăван. Вĕсем çырăнтару тапхăрĕнче пире шанса, яланах пĕрле пулса çак тĕреклĕхе кỹрсе тăма пулăшаççĕ. 

Чи малтан эпĕ хамăн тăван коллектива тав сăмахĕ калатăп. Ĕçленĕ тапхăрта эсир маншăн çывăх çынсем пулса тăтăр. Сирĕнсĕр паянхи кун хаçат вăхăтлă та тулли содержаниллĕ тухма пултарĕ тесе калама питĕ хĕн. 

Уйрăм тав сăмахне малтанхи çулсенче редакторта ĕçленĕ çынсем те тивĕç. Мана редакцие корреспондент пулса ĕçлеме илнĕ Т.Ф.Федотова, çавăн пекех пай редакторĕ пулса ĕçлекен И.М.Саландаев умĕсенче пуçа таятăп. 

Эпир - 85-ре! Анчах та эпир ватăласшăн мар-ха, кунран кун, çулран-çул ăслăланса та хаçат сăн-сăпатне илемлет, яланах пысăк ỹсĕмсем туса пырса хамăрăн вулакансене савăнтарасшăн. 

Кăçал Шăмăршăри типографи те хăйĕн юбилейне паллă тумаллаччĕ. Вăл, маларах Патăрьел типографийĕн филиалĕ пулнăскер, çирĕм пилĕк çул каялла - 1992 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче уйрăм предприяти, Шăмăршă типографийĕ пулса тăнă, ăна И.М.Миронов директор ертсе пынă. Полиграфистсене те чун-чĕререн саламлатăп! 

Хаçат юбилейĕпе саламласа эпĕ Сире - пичет ветеранĕсене, хаçат ĕçĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсене, тăван коллектива, хисеплĕ вулаканăмăрсене ырлăх-сывлăх, телей тата ырă кăмăл сунатăп, малалла та пĕрле пурăнар. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика