Комсомольский муниципальный округ

Маттур, ăшă кăмăллă хĕрарăм

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çынсенчен пĕри - Тамара Афанасьевна Макарова - кăçал çитмĕл çулхи юбилейне паллă турĕ. Пурнăçра пуçа усман хĕрарăмăн кун-çулĕ çăмăл пулман. Çамрăклах унăн çемье тĕрекĕ пулма тивнĕ. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, кĕçĕннисене тăрантарасси амăшĕпе аслă хĕрĕ çине тиеннĕ. 16 çултах вăл ферма ĕçне кỹлĕннĕ. Василий Белков ертỹçĕ харсăр хĕре çулталăк ĕçленĕ хыççăнах доярка ĕçне шаннă. Фермăна çитерекен çула Тамара Афанасьевна 36 çул такăрлатнă. Вăл дояркăра, осеменаторта, ферма заведующийĕнче, пăру пăхаканра тăрăшнă.

Çамрăк хĕр яланах малалла вĕренес, професси илес тĕллевпе пурăннă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлỹ пухать, осеменатор профессине алла илет. Каярах асăннă техникумрах куçăн май вĕренсе зоотехник специальноçне алла илет.

Ĕçре тăрăшуллă, маттур хĕрарăм ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Ахальтен мар Тамара Афанасьевна районти Хисеп хăми çине кĕме пултарнă. Унпа пĕрлех вăл икĕ хутчен "Социализмла ĕç ударникĕ" тата "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ятсене тивĕçнĕ. Çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, медальсене алла илетĕн те вăл чăннипех маттур, ĕçчен хĕрарăм пулнине ăнланатăн. Чăваш Автономийĕ 60 çул тултарнă ятпа Тамара Афанасьевнăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1979 çулта СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн указĕпе килĕшỹллĕн ăна "За преобразование Нечерноземья РСФСР" медальпе наградăланă. Вăл КПСС Чăваш обкомĕн членĕн кандидачĕ те пулнă. Тамара Макарова партин суйлав органĕсенче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн КПСС Чăваш обкомĕн, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă. Тĕрĕссипе каласассăн, унăн награда çав тери йышлă, çырса та пĕтереймĕн.

Тамара Афанасьевна мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çамрăк пăрусем çи-тĕнтернĕ. Пенсие тухсассăн та колхоз ĕçне хутшăнма пăрахман. Уй-хир ĕçне тухнă, столовăйĕнче поварта ĕçленĕ.

Ветеран паянхи кун та пур ĕçре вăр-вар. Мăшăрĕпе, Юрий Александровичпа, икĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем, ашшĕ-амăшĕн килĕнчен вĕçсе тухса кайнă пулин те, тăван кĕтесе çитерекен çула такăрлатсах тăраççĕ. Май килнĕ таран хуçалăхра пулăшма тăрăшаççĕ. Макаровсем выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Тамара Афанасьевна уйрăмах чечексене кăмăллать. Пỹртре те, пахчара та мĕн тĕрлĕ кăна чечек çитĕнмест пулĕ?

Маттур хĕрарăм ачисене те ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама вĕрентсе ỹстернĕ. Кăçал унăн тăрăшулăхне хакласа Тамара Афанасьевнăна "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят парса чысларăмăр. Вăл - маттур, çирĕп кăмăллă хĕрарăм.

Н.ЗАЙЦЕВА



"Каçал Ен"
17 октября 2017
13:07
Поделиться