Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем уй-хирти юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Паянхи куна çĕрулмине пуçтарса кĕртнĕ. Ĕçе 883 гектар çинче пурнăçланă. Вăтам тухăç - кашни гектартан 250 центнер. Чи пысăк тухăç пухса илекенни - "Слава картофелю" агрофирма. Вĕсем кашни гектартан 337 центнер пуçтарса илнĕ. "Рассвет" ЯХПКра "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан 300 центнерпа, "Комсомольские овощи" ОООра 291 центнер тухăçпа савăнтарнă.

Паянхи куна "Дружба" ЯХПКра тата "Сюрбеево" ООО-ра сахăр кăшманĕн уйĕнче ĕç кал-кал пырать. Хальлĕхе ĕçе 46 гектар çинче пурнăçланă, 920 тонна тымар çимĕç пуçтарса кĕртнĕ.

Хуçалăхсенче çĕртме тăваççĕ. Пурĕ 10672 гектар çĕре сухаланă. Ку енĕпе уйрăмах "Урожай", "Искра" колхозсенче, "Восход" ООО-ра, "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнче вăйлă ĕçлеççĕ.

Кăçал 12 хуçалăх кукуруза çитĕнтернĕ, ăна 585 гектар çинчен вырса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Ку - палăртнин 80 проценчĕ.

Район администрацийĕ кĕрхи ĕçсем епле пынине куллен сăнаса-тĕрĕслесе тăрать. Паянхи тĕллев - çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртесси. Кашни кунпа туллин усă курар, çитĕнтернĕ тухăçа çĕр айне хăварар мар.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
17 октября 2017
13:06
Поделиться