Комсомольский муниципальный округ

Юрлама, ташлама ăста

ĕтне тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Районта паллă поэтсем, писательсем, юрăçсем, композиторсем çитĕннĕ.

Çакна вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параççĕ. Акă, октябрĕн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче учитель-музыкантсем хушшинче "Талантсен çăлтăрлăхĕ" конкурс иртрĕ. Конкурса районти чи маттур педагог-юрăçсем, хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн профессионалсем хутшăнчĕç. Вĕсем - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ Ирина Тихонова, "Мишар" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Ильнар Хисамов, Александровка культура çурчĕн заведующийĕ Александр Кокшин, Чĕчкен тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Сергей Просвирнов, "Радуга" ача сачĕн музыка учителĕ Наиль Шарипов. Вĕсем куракансене, жюри членĕсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, ĕçре пултаруллă пулнине конкурссенче çирĕплетсе пачĕç. Конкурсăн кашни участникĕ хăйне евĕрлĕ маттур. Жюри членĕсене çĕнтерỹçĕне палăртма та çăмăл пулмарĕ.

Ирина Тихонова - "Мисс коммуникабельность", Сергей Просвирнов - "Универсал", Александр Кокшин - "Народный артист", Ильнар Хисамов - "Мистер гармония", Наиль Шарипов "Призвание - музыка" номинацисенче çĕнтерчĕç. Вĕсене парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Л.НОСОВА



"Каçал Ен"
17 октября 2017
13:01
Поделиться