Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Преступлени тăвакан явап тытатех

 Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче криминалист-следовательсен службине туса хунăранпа 63 çул çитет. Вĕсен ĕçĕ историе 1954 çултанпа çырăнса юлма пикеннĕ. Ун чухне прокуратура органне шăпах çак должноçа кĕртнĕ.

Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ 64 тĕслĕх шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вăл 58па танлашнă. Преступленисен 97,5 процентне уçса панă. Кашнийĕшĕ мĕне пула çак çул çине тăнине палăртнă. 41-шĕ усал ĕçе ятарласа тунă. Пĕлтĕрхи 9 уйăхра вара 36 тĕслĕх пулнă.

Йывăр преступленисене уçса палăртма ку чухнехи криминалистика мелĕсем те май параççĕ. Наука анлăн аталанса пынă май экспертизăсем (генетика тата шăршă) тата ыттисем те пулăшаççĕ. Пысăк технологиллĕ криминалистика хатĕрĕсем çын куçне курăнман йĕрсене шута илеççĕ. Караслă телефон çинчи информацисене вулама май паракан хатĕрсем пурри те пĕлтерĕшлĕ.

Ĕçре усă курмалли ытти криминалистика оборудованийĕсем те пур. Полиграф та нумай пулăшать. Çавна май айăплисене палăртнă вăхăтра саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарма пулать те ĕнтĕ.

Юлашкинчен республикăри следстви комитетне тивĕçтернĕ тепĕр прибор вăл _ квадрокоптер. Унпа вара граждансем тĕлсĕр çухалнă тĕслĕхсенче усă курма пулать. Аварисемпе катастрофăсенче меллĕскер.

Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователь пулăшуçи, юстици лейтенанчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 октября 2017
11:25
Поделиться