Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Еврази шайĕнчи хисеп

Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн ректорĕ В. Садовничий академик пирĕн район администраци пуçлăхĕн канашçине, культурологи докторне, истори наукисен кандидатне В. Васильев профессора университетсем хушшинчи вĕрентỹ тата наука сферинчи çыхăнăва аталантарас енĕпе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тата Евразинчи профсоюз организацийĕсен ассоциацине туса хунăранпа 30 çул çитнĕ май Тав хучĕпе чысланă.

Çавăн пекех район 90 çул тултарнине уявланă кунсенче В. Васильев тепĕр чыса тивĕçнĕ. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Ырă хыпарсем савăнтараççех.Ентешĕн малашнехи ĕçĕнче те çитĕнỹсем пулччăрах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 октября 2017
11:04
Поделиться