Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулĕ çук пулин те иртнине манмалла мар

14 октября 2017 г.

 

14 октября 2017 г.

 

Кашни ялăн хăйĕн кун-çулĕ, аталанăвĕ, пурнăçĕ. Ял пуçланса кайнă тапхăртан паянхи кунччен илсен Эçпепе ялĕнче те питĕ нумай улшăну пулса иртнĕ. Нумай информаци, паллах, архив хучĕсем çинче сыхланса юлнă. Сăмах-юмах кунта ялти вĕрентÿ, шкул çинчен пулĕ.

Пирĕн ял питĕ ватă ялсен шутне кĕрет. Ял пуçарса яракансем хут пĕлекен улпут, княç йăхĕсем пулнă. Каламасăрах паллă, вĕсем хăйсен ачисене те вулама-çырма, ÿссе çитсен вара пĕр-пĕр ал ĕçне вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра çынсем ытларах çĕр çинче ĕçлесе, тыр-пул акса, выльăх ĕрчетсе, аш-какай сутса пурăннă. Нумай çемье пĕр-пĕр ал ĕçĕпе тăранса пурăннă. Каярах кашни несĕлĕн ĕçлесе пурăннă ĕçĕсем нумайăшĕн йăх-тĕп ятĕнче сыхланса юлнă.

Пирĕн ялта та кашăк-чашăк, тĕрлĕрен чÿлмексем, пичкесем хатĕрлесе сутакан йăхсем пулнă. Нумайăшĕ тумтир çĕленĕ, вĕрен çыхнă, сунар ĕçĕпе пурăнакан, апат-çимĕç хатĕрлесе сутакан йăхсем те пулнă. Вĕсем ĕлĕк-авал начарах пурăнман, ачисене вĕрентнĕ, вĕренме хуласене, урăх çĕршывсене те яма пултарнă.

Хут пĕлекен çынсем ĕлĕкрех пирĕн ялта ачасене хĕлле хăйсен килĕнче, çулла вара урамрах курăк çине ларса вулама вĕрентнĕ. Вĕсен шутне, ваттисем каланă тăрăх, Семен Максимович Максимов, Иван Петрович Иванов, Андрей Иванович Иванов, Федор Захарович Захаров, Семен Иванович Иванов кĕнĕ.

Истори хучĕсем тăрăх, 1887 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Эçпепе ялĕнче официаллă майпа шкул уçаççĕ. 1932 çулта вара çав числарах пĕрремĕш шкул çуртне хута ярса ачасене унта вĕрентеççĕ. Çапла кăçалхи октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ ялшăн пĕлтерĕшлĕ кун шутланать: 130 çул каялла ялта официаллă майпа шкул уçни тата 85 çул каялла пĕрремĕш шкул çуртне хута яни.

Ял варринчи 7 çул вĕренмелли шкулта вара 1935 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренме пуçлаççĕ. Унта ачасем икĕ ялтан - Эçпепе тата Кивĕ Шулхан - вĕренме çÿреççĕ. Классенче хăй вăхăтĕнче ачасем йышлă пулнă, пĕр пек классем икшер шутланнă.

Вăхăт шунă май ялта пурнăç та лайăхланса пырать. Вăл вăхăтра нумайăшĕ ялти колхозрах ĕçлесе пурăннă. Колхоз председателĕнче Сергей Лукич Лукин ĕçленĕ вăхăтра икĕ ял хушшинче питĕ пысăк, икĕ хутлă, хăтлă шкул хута яраççĕ. Унта 1973 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренме пуçлаççĕ.

1932-2004 çулсенче Эçпепе шкулĕнче 12 директор улшăнса ĕçлет. Ачасем сахаллине пула 2004-2007 çулсенче ялти пуçламăш шкулта пĕр заведующи ĕçлет.

Шкулта вăй хунă нумай-нумай вĕрентекене вĕсен вĕренекенĕсем ырă тата ăшă туйăмпа аса илеççĕ. Эçпепе шкулĕ хăй вăхăтĕнче 3000 ытла ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсен шутĕнче летчиксем, юристсем, учительсем, врачсем, экономистсем, строительсем, ялхуçалăх ĕçченĕсем, çар ĕçĕпе çыхăннă çынсем тата ытти çĕрте ĕçлекенсем те пур. Паллах, вĕрентекенсем, вĕсен пархатарлă ĕçĕ, ырă та таса кăмăлĕ вĕренекенсемшĕн яланах малти вырăнта тăрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА, тeпчевce.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика