Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.С.Алентее манмаççĕ ентешсем

14 октября 2017 г.

 

14 октября 2017 г.

В.С.Алентее манмаççĕ ентешсем

Пирĕн районтан пултаруллă çынсем нумай тухнă, вĕсене шутласа та пĕтерес çук. Акă, тĕслĕхрен, Кĕтеснер ялĕнче çуралнă чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алентей. Вăл проза мастерĕ, поэт, публицист, критик, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Сăмах май каласан, Василий Степанович хăй вăхăтĕнче "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕ те пулнă.

Манмаççĕ ăна ентешсем, уйрăмах хăй çуралса ÿснĕ Кĕтеснер çыннисем. Кашни çулах В.Алентей çуралнă кунĕ тĕлне мĕнле те пулин мероприяти ирттереççĕ - литература каçĕнчен пуçласа йывăç лартасси таранах. Çапла пулмасăр, унăн тăван ялĕнче хĕрĕ Антонина Васильевна тата унăн ачисем, тăванĕсем пурăнаççĕ. Тепĕр хĕрĕ Нина Васильевна малтан Шупашкарта, хальхи вăхăтра Хуруй ялĕнче пурăнать. Елизавета Васильевнан çемйи те Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.

Василий Степановичăн çывăх юлташĕсен ачисемпе тăванĕсемшĕн те вăл чи çывăх çын. Акă, сăмахран, малтанхи çулсенче редакцинче пĕрле ĕçленĕ паллă журналист Г.Матвеев унăн çывăх юлташĕ пулнă. Герман Матвеевич халĕ çут тĕнчере çук пулин те унăн ачисем, уйрăмах Г.Матвеева, Василий Степановичăн хĕрĕсемпе çирĕп çыхăну тытаççĕ. В.Алентейăн ырă ĕçĕсене Кĕтеснер ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе çак ялти шкул ачисем, вĕрентекенсем те асрах тытаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ял халăхĕ, шкул ачисем тата ытти яваплă çынсем Василий Степанович Алентее хисеплесе тата унăн ячĕ ĕмĕрĕпех пурăнтăр тесе Кĕтеснер ялĕнче ятарласа йывăç аллейи уçма шутларĕç. Малтанхи çулсенче лартнă йывăçсем аталанса каяйманнине кура В.Алентейăн юратнă хĕрĕсем Антонина Васильевнăпа Нина Васильевна тата вĕсен йăмăкĕ Елизавета Васильевна пуçарăвĕпе çак палăртнă участок йĕри-тавра илемлĕ карта тытса çавăрнă. Унта ытларах ĕçлекенсем те хăйсен çывăх çыннисемех пулнă. Нина Васильевнăн мăшăрĕ - ĕçрен ÿркенмен ылтăн алăллă Валерий Васильевич Александров тата вĕсен ывăлĕ Андрей, Антонина Васильевнан ывăлĕ Юрий, Елизавета Васильевнан ывăлĕ Василий тăрăшулăхĕпе ĕçĕ те кал-кал пулса пынине палăртаççĕ кĕтеснерсем. Сварщик ĕçĕсене С.Антонов пурнăçланă. Кун пек ĕç укçа-тенкĕсĕр, пулăшусăр пулманни паллă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин спонсор пулса пулăшнине, халĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан О.Николаева тата маларахри çулсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ В.Данилова тата А.Егорова В.Алентейăн тăванĕсем ырăпа калаççĕ. Шупашкарти Ботаника садĕнче ĕçлекен хамăр ентешсем - Пăвакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Дмитриев биологи наукисен кандидачĕ тата кунтах ĕçлекен К.Самохвалов наука сотрудникĕ /Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ/ тăрăшнипе çак аллейăна лартма çамрăк хунавсем те пысăк пулăшу пулнине палăртаççĕ. Малтанхи çулсенче А.Павлова, В.Михайлова, Еленăпа Михаил Платоновсем, Е.Пегей, Н.Андреева, Т.Васильева, А.Иванов, В.Ходаров, В.Владимиров йывăçсем лартнă. Халĕ вара ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе клубра ĕçлекенсем, 7 класра вĕренекен Г.Степанов, Н.Степанов, Н.Дмитриев, С.Иванова, А.Пегеева тата вĕсен класс руководителĕ Людмила Юрьевна Николаева, аллейăпа юнашарах пурăнакан Ю.Николаев тата ытти кÿршĕсем те йывăç лартма активлă хутшăннă. "Ентешсем пирĕн аттене манманни савăнтарать, тавах вĕсене пурне те", - тет Нина Васильевна ашшĕне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика