АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕшсене халалласа уяв

17 октября 2017 г.

Пĕрремĕшсене халалласа уяв

Пĕлÿ çулĕн чи йывăр тапхăрĕ вăл - пуçламăш шкул. Шăп та шай çакăнта ĕнтĕ ачасем вулама, çырма, шутлама хăнăхаççĕ. Туслăх мĕн иккенне те кĕçĕн классенче ăса хываççĕ. Çавăн пекех тăван шкулăн йăли-йĕркине тĕпе хума вĕренеççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта пĕрремĕш хут парта хушшине ларнисем пĕлÿ тĕнчине пуçĕпех кÿлĕнчĕç ĕнтĕ, пĕрремĕш йывăрлăхсене те туйса курчĕç. Апла пулин те 85 ачаран пĕри те каялла ача садне таврăнма кăмăл пуррине палăртмарĕ. Вĕсенчен кашниех пĕлĕве малалла тăсма хатĕррине, шкул пурнăçĕ килĕшнине октябрĕн 13-мĕшĕнче ятарласа пĕрремĕш классене валли йĕркеленĕ уявра çирĕплетрĕ.

Вĕренекенсем Г.В.Ильина, Ф.Н.Тихонова тата О.В.Петрова вĕрентекенсем ертсе пынипе актсен залне пухăнчĕç. Чи малтанах вĕсем юмахсенчи, мультфильмсенчи сăнарсен, Незнайкăн, Кнопочкăн тата кирек епле ĕçе те япăх тума вĕрентекен Шапоклякăн тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравсем парса пĕлÿ тĕнчине çул хывма хатĕррине çирĕплетрĕç.

Ун хыççăн вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа мĕн-мĕн тума вĕреннине хăйсен сăвви-юрринче палăртрĕç. Çавăн пекех яланах шкула килти ĕçсене пурнăçласа килме, малтисен ретĕнче пулма, вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма сăмах пачĕç. Ку чухне вĕсене ăс-хакăл çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшакан педагогсем те пĕрремĕшсене лайăххисенчен тĕслĕх илме, аслисене хисеплеме, пурин патне те тимлĕ пулма, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама сĕнчĕç. Уява килнĕ ашшĕ-амăшĕ те кирек епле лару-тăрура та ачисемпе юнашар пулма, вĕсене пулăшса пыма сăмах пачĕ.

Иккĕмĕш уйăх çеç пĕлÿ çулĕн сукмакне такăрлатакансене пиллĕкмĕш классем саламларĕç. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Данилова виçĕ класа та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулăн пĕрремĕш класс вĕренекенĕ пулнине çирĕплетекен ятарлă Хисеп хучĕ пачĕ, вĕренÿре ăнăçупа çитĕнÿсем тума сунчĕ.

Э.ЭЛИНА.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика