АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара кайма хатĕр

17 октября 2017 г.

Çара кайма хатĕр

«Призыв комиссийĕн хисеплĕ членĕсем! Эпĕ, Анатолий Александрович Иванов, комиссин ларăвне килтĕм», - çирĕп утăсемпе утса кĕрсе хăйĕнпе паллаштарчĕ Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн çамрăкĕ. Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков пулас салтакăн докуменчĕсемпе паллашнă май комиссин ытти членĕсем каччăн çар ретне тăма кăмăл пуррипе-çуккипе, ăçта службăна ирттерме ĕмĕтленнипе, мĕнле специальноçа алла илнипе интересленеççĕ.

- Сывлăх тĕлĕшĕнчен ÿпкелешмелли çук. Медицина тĕрĕслевĕнче çар службине юрăхлă тесе палăртнăччĕ. Хĕсмете кайса килмеллех тесе шутлатăп. Пушар хуралĕн енĕпе аслă пĕлÿ илнĕрен çар ретĕнче пулни малашлăхра ĕçе вырнаçма çул уçса парасса шанатăп. Кирек ăçта та службăна ирттерме хирĕç мар. Паллах, май килнĕ чухне аякрарахра вырнаçнă çар чаçĕсене ăсанма ĕмĕтленетĕп. Çакă вара чылай çĕре çитсе килме май парĕ тесе шутлатăп, - ыйтусем çине кĕскен те çирĕппĕн хуравласа хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ кĕç-вĕç салтак атти тăхăнакан Юлăш каччи.

Пĕрин хыççăн тепри кĕчĕç салтак ретне тăма хатĕрленекен яшсем. Октябрĕн 13-мĕшĕнче призыв комиссийĕн ларăвне 30 çамрăка чĕнтернĕ. Унта килнĕ çамрăксен хăйне евĕрлĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕн Владимир Казаковăн, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕн Зиновий Федоровăн, социаллă хÿтлĕх, вĕренÿ, полици пайĕсен, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн представителĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕ çине хуравлама тиврĕ.

Комиссие килнĕ яшсенчен нумайăшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайма хатĕр. Анчах та хăшĕ-пĕрин салтак атти тăхăниччен черетлĕ хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллине палăртрĕç комиссире. Пулас салтаксем хушшинче куç, вар-хырăм, нервпа психика чирĕсемпе аптракансем те сахал мар. Çавăн пекех хăшĕ-пĕрин салтак атти тăхăниччен стоматолог патне каяссине те вăраха тăсмалла маррине хытах асăрхаттарчĕç.

- Призыв кампанийĕн мĕнпур тапхăрĕ витĕр тухакансемпе пĕрлех çартан тарса çÿрекенсем те çук мар. Вĕсем тĕлĕшпе те çирĕп мера йышăнма тивет. Ку ĕçре право хуралĕн сотрудникĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ, - палăртрĕ çар ĕç комиссариачĕ Владимир Казаков.

Кĕркуннехи призыв вăхăтĕнче хĕсмете ăсанакансен шутĕнче Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариачĕ урлă водитель специальноçне алла илнисем те пур-ха. Вĕсем иккĕн. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн хĕсмете ăсанакансем вара çичĕ çамрăк. Элĕк салинчи Виталий Яковлев магистратура пĕтернĕ хыççăн хăйĕн кăмăлĕпех салтак атти тăхăнма кăмăл тунă. Мăн Кăканарти Александр Матвеев вара Раççей патшалăх аграри университетĕнчен - К.А.Тимирязев ячĕллĕ Мускаври ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тăван çĕршыва сыхлама каять.

Октябрĕн 20-мĕшĕнче пулас салтаксене валли «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче «Призывниксен кунне» йĕркелеççĕ. Асăннă мероприятире вĕсен ăс-хакăл çивĕчлĕхне, çан-çурăм пиçĕхлĕхне тĕрĕслекен тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма тивет. Октябрĕн 27-мĕшĕнче районти пĕрремĕш ушкăнĕ çĕршыва сыхлама ăсанать.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика