АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш яш-кĕрĕмĕ – Сочире

17 октября 2017 г.

Чăваш яш-кĕрĕмĕ – Сочире

Вырсарникун, октябрĕн 15-мĕшĕнче, Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивалĕ уçăлчĕ. Кунта çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан яшсемпе хĕрсем - 180 çĕршыври 20 пин ытла çамрăк хутшăнать. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен делегацийĕ те пур. Çак кунсенче 125 çамрăк тата 60 волонтер республика историне ылтăн сас паллисемпе çыраççĕ. Телейлĕ çамрăксем хушшинче пирĕн ентеш – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Юра Чашков та пур.

Çамрăксен анлă форумне Раççей Президенчĕ Владимир Путин уçрĕ. Çамрăксен вăй-хăвачĕ пысăк пулнине, вĕсем яланах çĕннине шырама пултарнине палăртрĕ. «Малаллах талпăнăр. Хăвăр пуласлăха тăвăр. Тĕнчене улăштарма, лайăхрах тума тăрăшăр. Пĕтĕмпех сирĕн алăра. Чи кирли – малалла утăр. Фестиваль пуянлăхĕ сире хăвăрăн чи харсăр та чи ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ», - терĕ Владимир Владимирович.

Фестивале Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Регион ертÿçи чăваш çамрăкĕсемпе тĕл пулчĕ. «Фестиваль пысăк кăмăл-туйăм парнелессе шанатăп. Чăваш делегацийĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне хутшăнни республика историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ», - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Фестиваль октябрĕн 22-мĕшĕччен пырать. Раççей çĕрĕ 3-мĕш хут хăнасене кун йышши мероприятие пухать. Маларах вĕсем Мускавра 1957 тата 1985 çулсенче иртнĕ.

М.ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика