АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника вырăнне лашапа усă курать

17 октября 2017 г.

Паян пысăк технологисен ĕмĕрĕнче тĕпелте те, кил хуçалăхра та тĕрлĕ йышши техникăпа усă куратпăр. Мотоблок, пĕчĕк «хурçă утсем» сутлăха тухнăранпа миçе ĕмĕр хушши этемшĕн пулăшуçă пулнă лашана пăрахăçларăмăр. Чылай ача-пăча янавара кĕнеке-журнал страницисенче е «сенкер экранпа» çеç курать. Вутланти Семеновсем вара пурнăç аталанăвĕпе танах пыраççĕ пулин те халĕ те кил хуçалăхĕнче ут тытаççĕ. Алексей Анатольевич унпа утă та турттарать, кĕр кунĕсенче тислĕк те тăкать, янавара ытти ĕçсене те явăçтарать. Элĕке тухнă чухне те лашине кÿлет. Кил хуçи хăйĕн тусĕпе темиçе çулах Элĕкре иртекен Хĕл ăсатăвне хутшăнать. Пĕлтĕр вара район центрĕнче Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятисенче те янаварпа хутшăнса пуçарулăх кăтартнăччĕ. Кирек епле ĕç тунă чухне те техникăран ытла лашана шаннине палăртать пилĕк теçеткерен иртнĕ арçын.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика