Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вакцина грипран сыхлать

Грипп - сывлав органĕсен хăвăрт сарăлакан чирĕ. Вăл респираторлă вирус инфекцийĕсен ушкăнне кĕрет. 100 ытла вирус тĕсĕ шăнса пăсăлнин палли шутланать. Хальхи вăхăтра грипăн 2 пин ытла тĕсне тупса палăртнă. Çак чирпе пирĕнтен кашниех чирлеме пултарать. Вирус çынна сурчăкпа, манкапа, калаçнă тата сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне ерет. Гриппа ытларах кĕрхи-хĕллехи вăхăтра чирлеççĕ.

Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, тăтăшах сарăлакан грипп тата ОРВИ пĕтĕмшле илсен пирĕн пурнăçăн пĕр çулталăкне «вăрлаççĕ»: шăм-шак сурнине, шăнтса пăрахнине, пуç ыратнине, организм вирусăн сиенлĕ белокĕпе наркăмăшланнипе çын вăхăтăлăх ĕçлейми пулать. Пирĕнтен чылайăшĕ харпăр хăй сывлăхĕ çине çăмăлттайла пăхать. Чир пуçламăшне ĕç кунĕ хыççăн ĕшенни вырăнне кăна хурать. Асра тытмалла: сасартăк вăй пĕтсе килни, пуç ыратма тытăнни, шăнтса пăрахни - чирĕн малтанхи паллисем. Çакна эпир асăрханманçи тăватпăр, ураран ÿкмесĕр те сипленме шутламастпăр. Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитетне, пневмоние, миокарда, хăлха шыççине, гайморита, ыттине куçма пултарать. Грипп çаклансан температура пысăках мар чухне тухтăр патне каймалла, температура питех хăпарсан ăна киле чĕнмелле. Унăн сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса сипленмелле. Чир «хĕрсе» çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле: сĕткен, морс, чей. Хурлăханран, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă. Тухтăр çырса панă эмелсене те вăхăтра ĕçмелле.

Гриппа тата респираторлă вирус чирĕпе чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха? Эпидемиччен е вăл алхаснă тапхăрта аскорбин йÿçекĕпе поливитаминсем, иммунитета лайăхлатакан препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Çав шутра - лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ. Пÿлĕмре вируссене пĕтерме савăтсенче туранă сухан, ыхра лартмалла. Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Урамра уçăлса çÿрени, утни ÿпкене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать. Шăнасран сыхланмалла, çанталăка кура тумланмалла. Урамран кĕрсен алла супăньпе çумалла. Çавăн пекех тĕрĕс апатланмалла.

Прививка - чиртен сыхланмалли чи лайăх мел. Унран сыхланас тĕллевпе районта вакцинаци тума пуçланă. Ăна 6 уйăхри ачаран пуçласа, 1-11-мĕш класра вĕренекенсене, профессилле вĕренÿ учрежднийĕсенче тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсене тăваççĕ. Çавăн пекех Наци календарьне йывăр çын пулнă хĕрарăмсем, призывпа çара каякансем, чĕрепе аптракансем, 60 çултан иртнисем те кĕреççĕ. Кăçал Наци календарĕпе килĕшÿллĕн профилактика прививкисене 6887 çынна тума палăртнă, вăл шутра 2172-шĕ - ачасем, 4715-шĕ - аслисем. Октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне района грипран 3440 доза вакцина килнĕ. 3411 çынна прививка тунă, вăл шутран 1061-шĕ - ача, 2350 - аслă çулсенчисем (планпа пăхнинчен 49 процент). Эпидеми тапхăрĕнче октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне районта 129 çын ОРВИпе чирленĕ, вĕсенчен 118-шĕ - ачасем. 25 çынна госпитализациленĕ, вĕсенчен 24-шĕ - ачасем. Телее, районта гриппа чирленисене шута илмен. Çак эрнере иккĕмĕш тапхăрпа вакцинăсем килмелле. Грипран сыхланас тесен участокри терапевтсем патне çитсе прививка тутарма сĕнетпĕр. Вакцинацие тÿлевсĕр ирттереççĕ.

А.АНАНЬЕВ,

врач-эпидемолога пулăшакан.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 октября 2017
15:31
Поделиться