Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Объектсем - тимлĕхре

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне тĕпе хурса республикăра куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртассипе «Халăх инвентаризацийĕ» акци пырать. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта хуçасăр, усă курман тата авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем 28 шутланаççĕ. Паянхи кун вĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ.

2017 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнчи район депутачĕсен 155-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе 2017 çулхи прогноз планне (программăна) улшăнусем кĕртнĕ. Перечене акци вăхăтĕнче тупса палăртнă çак адреспа тăнă куçман пурлăх объекчĕсем хушăннă: Чăваш Республики, Элĕк районĕ, Тури Карачура ялĕ, (1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 №-лĕ цехсем, бригада çурчĕ, çĕр улми хранилищи, столовăй). Асăннă объектсен аукционне 2017 çулхи декабрь уйăхĕнче ирттерме палăртнă. Элĕк район администрацийĕ çынсене акцие хутшăнма чĕнсе калать. Ял тăрăхĕсенчи усă курман куçман пурлăх объекчĕсемпе çыхăннă информацие Элĕк район администрацине çак адреспа яма пултаратăр: Чăваш Республики, Элĕк сали, Октябрьски урамĕ, 21-мĕш çурт, тел.: 8 (83535) 22-2-74, 8 (83535) 22-0-68.

Алена МУЛЮКОВА, тĕп специалист-эксперчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 октября 2017
15:30
Поделиться