Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашла илемлĕ кино ÿкересчĕ

Ĕлĕк-авал чăвашсен алă усса ларма вăхăт та пулман. Халĕ те çавах. Иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен тăрăшакан çынсем чăннипех те хисепре. Вăй тата сывлăх пур чухне тар кăларса ĕçлемеллине палăртать Анат Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта «Раççей» телерадиокомпанинче тăрăшакан Николай Семенов. Ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшать. Ир-ирех телевиление чупать пулсан, каçхине те ахаль лармасть, хăй ÿкернисене калăплать.

Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕчне пĕрле вĕреннĕ чухнех пысăк тавракурăмлă каччă пулнине палăртас килет. Маларах вăл Çĕрпÿри культура училищинче пĕлÿ илнĕ пулнă. Ун чухнех вăл Çамрăксен театрĕнче монтировщикра ĕçленĕ. ЧПУна вĕренме кĕрсен Чăваш халăх пултарулăх керменĕнче методистра вăй хунă. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ăна тепĕр çул Президент стипендине панă. «Валя çут тĕнчене килсен çемьере укçа-тенкĕ çитми пулчĕ. Çавăнпа та эпĕ грузчика вырнаçрăм. Çакăншăн пачах та вăтанман», - каласа парать Николай Семенов. 2008 çулта вăл Чăваш телевиденине тăван чĕлхе пĕлекен режиссер ассистенчĕ кирлĕ тенине илтнĕ. Малтанах унта кайма шик-леннĕ-ха вăл, унта мĕнлерех ĕçлемеллине те пĕлмен. Çапла пĕррехинче вăл хăюлăх çитерсе телевидени алăкне яри уçнă. Паянхи кун та унтах тăрăшать. Николай йывăр пулать пулĕ тесе пĕрремĕш кунхине çаврăнса утасшăн пулнă, анчах та ăна тытса чарнă, пĕтĕмпех вĕрентме шантарнă. Пирĕн ентеш кĕске вăхăтрах чăн-чăн специалист пулса тăнă та.

Николай Семенов режиссерта тăрăшать. Унта ĕçленĕ тапхăрта вăл икĕ хутчен РФ Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Мăшăрĕ те хăйĕн пекех пултаруллă. Вăл унпа культура училищинче паллашнă та куçран вĕçертмен. Семеновсем 4 ача пăхса ÿстереççĕ. Аслисем спортпа туслă. Николай хăй те нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачаранах туслăха упрама, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ вĕсене ашшĕпе амăшĕ. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕсене питĕ юратать. Командировкăсене темиçе кунлăха кайсан вĕсемсĕр тунсăхлать. Çемьене тытса пыма çăмăл маррине те калать. Апла пулин те нихăçан та пуçа усмасть вăл. Юльăна çуратсан Семеновсем кредит илсе хваттер туяннă. Каярахпа ăна амăшĕн (çемье) капиталĕпе тÿленĕ. Пысăк тавракурăмлă Николай Семенов хастарлăхĕнчен тĕлĕнетĕп те. Тĕп ĕç вырăнĕнче тăрăшать пулин те туйсемпе юбилейсене те ÿкерет. Хăйĕн тĕллевĕсене те пытармарĕ вăл. Мăшăрĕпе, Альăпа, илемлĕ кино ÿкерме тĕллев лартнă. Анчах та кунта укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те çивĕч тăрать, çавăн пекех чăвашсен кун-çулĕпе историне лайăх пĕлмеллине, кино яланлăха халăх асĕнче юлмаллине пĕлтерет режиссер. «Çитĕнсе пыракан ăру чăвашла калаçманни пăшăрхантарать. Ман шутпа, тăван чĕлхене ача садĕнчех вĕрентмелле», - чун ыратăвне палăртать ентеш.

Çамрăк режиссерăн тĕллевĕсем чăннипех те çирĕп. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр мăшăрĕпе малаллах талпăнаççĕ. Николай палăртнă тăрăх, кино ÿкерес ĕмĕт майĕпен пурнăçа кĕрсе пырать-ха. Пĕлтĕр акă районта «Батальон» фильм ÿкернĕччĕ. Унта район çыннисем хастар хутшăннăччĕ. 2015 çулта «Асам» пĕрремĕш кинофестивальте «Чи лайăх документлă фильм» номинацире те палăрнăччĕ Николай. Кăçалхи кинофестивале те хутшăнма ĕмĕтленет вăл.

В.СИВВИ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 октября 2017
15:26
Поделиться