Комсомольский муниципальный округ

Кăмака хутнă чухне асăрханăр

Комсомольски районĕн хисеплĕ çыннисем! Кăмакасемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма ыйтатпăр.

Строительство нормисемпе йĕркисем те кашни кăмаках хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтермеллине пĕлтереççĕ. Çавăнпа та кăмака йывăç (çунма пултаракан) стена е пỹлĕм çумĕнче тăмалла мар.

Мачча тăрринче вара, çурăксене çăмăллăнах сăнамалла пултăр тесе, тĕтĕм çулĕсемпе стенасене шуратмалла. Кăмака умĕнчи урайне 50x70 сантиметртан кая мар металл листи хумалла.

Кăмакапа усă курнă чухне çак правилăсене пăхăнма манмалла мар:

- кил-çуртра пушар хăрушсăрлăх правилисене тивĕçтермен кăмакасене хăвăр тĕллĕн ан лартăр;

- кăмака çинче тата çумĕнче çунакан хатĕрсене ан тытăр;

- кăмака хутнă вăхăтра хăвăрт тивсе илекен шĕвексемпе усă ан курăр;

- енчен те кăмакана кăмрăкпа, кокспа, газпа çунмалла туман пулсан, чĕртнĕ чухне асăннă топливăпа усă ан курăр;

- йывăç çуртсем çумне сỹнмен кĕлпе кăмрăка ан пăрахăр;

- çунакан кăмакана никамсăр ан хăварăр, ăна пăхма çул çитмен ачасене ан шанăр;

- тĕтĕм çулĕ вырăнне вентиляци тата газ каналĕсемпе усă ан курăр;

- кăмакасене ытла хĕртсе ан ярăр.

Пушар тухас пулсан аптăраса ан кайăр! Çав самантрах инкек пирки "112" номерпе пулăшу службине шăнкăравласа пĕлтерĕр. Йĕри-таврарисене тата кỹршĕсене пулăшма чĕнĕр. Çунакан вырăн пысăках мар пулсан, пулăшу киличчен ăна сỹнтерме тăрăшăр. Паллах, чи малтан огнетушительпе усă курмалла. Вăл алă айĕнче пулмасан вара çулăма шывпа сỹнтерĕр, пусмапа, утиялпа е кавирпе витсе хурăр.

Д.КУЗЬМИН.



"Каçал Ен"
13 октября 2017
08:38
Поделиться