ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăхăр медале тивĕçнĕ

13 октября 2017 г.

Мускав хулинче Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ "Ылтăн кĕркунне" агропромышленноç куравне Чăваш Республикинчи 26 предприяти хутшăннă. Вĕсем пурĕ 65 медале - 32 ылтăн, 22 кĕмĕл, 11 пăхăр - тата Тав хутне тивĕçнĕ. Курав юпа уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче иртнĕччĕ.

"Ылтăн кĕркунне" курава хутшăннă районти маттур ĕçчене палăртса хăварни вара уйрăмах хавхалантарать. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Владимир Белкин фермер "Ĕçе пуçăнакан чи лайăх фермер" номинацире пăхăр медале тивĕçнĕ. Владимир Белкин фермер ĕçне пуçăнни 3 çул анчах. Çак вăхăтра вăл грант çĕнсе илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх вити хăпартса лартнă, мăйракаллă шултра выльăх туяннă, вĕсен йышне çулсерен ỹстерсе пынă. Паянхи куна Белкинсен фермер хуçалăхĕнче 34 пуç сăвакан ĕне. Унпа пĕрлех çамрăк пăрусем тата пушмак пăрусем пур. Фермер коллективĕ пысăк мар пулин те, ĕç кал-кал пырать вĕсен. Мускаври куравра медале тивĕçни вара вĕсене малашне татах та пысăк вăй-халпа ĕçлеме хавхалантартăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика