Яншихово-Челлинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупци темине епле çутатмалла?

11 октября 2017 г.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Шупашкарта, республикăн Ял хуçалăх министерствин конференц-залĕнче коррупци темине çутатас ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Ăна министр çумĕ Ю. В. Стройкова уçса йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах Юлия Викторовна Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертỹçин аслă пулăшаканне О. Г. Дмитриева сăмах пачĕ. Олег Геральдович журналистсене коррупци пирки материалсем хатĕрлесе пичетленĕ чухне хальхи саккунсем ыйтнисене пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕ. Эпир мĕн вăл коррупци, ун шутне мĕн кĕни, сăлтавĕсемпе формисем, яваплăх, коррупцине мĕнле çĕнмелли пирки чылай пĕлтĕмĕр. “Çавра сĕтеле” хутшăннисене çавăн пекех РФ тата ЧР прокуратурисем хатĕрленĕ “Что нужно знать о коррупции”, “Коррупция и способы борьбы с ней” астумалăх çырнисем (памяткăсем) валеçсе пачĕç. Унтан коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртса уçса парас çĕрте Шалти ĕçсен органĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен халăх патне информаци çитермелли уйрăмлăхсем пирки республикăри Шалти ĕçсен министерствин информаципе обществăлла çыхăнусен уйрăмĕн начальникĕ О. К. Ашнин (Олег Константинович хальлĕхе МИХ-сенче коррупци пирки тишкерỹллĕ материалсем çителĕксĕртереххине те палăртрĕ), “Коррупци пирки МИХ-сенче çутатассин уйрăмлăхĕсем” темăпа ЧР прокурорĕн аслă пулăшаканĕ А. И. Петров (Альберт Иванович хаçатсенче вăй хуракансене халăха право пĕлĕвĕсем парассине лайăхлатма, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ майсемпе усă курма сĕнчĕ, Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратурин коррупци темипе çыхăннă видеофильмне тата темиçе видеоролик кăтартрĕ), ЧР Общество палатин комитечĕн председателĕн çумĕ К. В. Лукин (Кирилл Владимирович республикăра пурĕ 29 канаш туса хунине, иртнĕ çул Общество палати нормативлă 146 право актне экспертиза витĕр кăларнине (кăçал хальлĕхе — 49), коррупци темипе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен республикăри журналистсен конкурсĕ пынине пĕлтерчĕ) тухса каларĕç. Вĕсем пухăннисен ыйтăвĕсене те хуравларĕç. “Хыпар” хаçатăн политика тата вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн редакторĕ Н. Д. Коновалов вара ĕçтешĕсене хăй коррупцине хирĕçле тематикăпа материалсем хатĕрленин опычĕпе паллаштарчĕ. “Çавра сĕтеле” хамăр районтан Н. В. Козлова тĕп редакторпа иксĕмĕр хутшăнтăмăр.

В. Данилов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский р-н, д. Яншихово-Чёллы, ул.Учительская, д.1
Телефон: 8(83530) 34-2-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика