Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тар кăларса вăй хурсан ÿсĕм пулатех

Халĕ çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ - пахча çимĕçе пуçтарса кĕртсе упрама хурасси. Районта купăста ани çине иртнĕ эрнерех тухнă. Эдуард Лебедев хресчен-фермер хуçалăхĕнче те уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ купăста касакансем.

Çимĕç мĕнле упранасси ăна хăш вăхăтра пухса кĕртнинчен килнине пĕлтерчĕ уйра тăрăшакан Галина Шумилова бригадир. Купăста касма кунсерен 20-30 çын тухнине те пытармарĕ вăл. Йышра - тĕрлĕ çулсенчисем. Галина Шумилова пĕлтернĕ тăрăх, «Агрессор» тата «Анкома» сортлă купăста кăçал ăнса пулнă. Купăстана шăн тивесрен хăрамалли çук. Ку çимĕç 5-6 градус сивве те тÿсет. Каснă купăстана тÿрех хранилищасене леçеççĕ. Вентиляци пуррине кура вăл май уйăхĕчченех лайăх упранать. Унăн пуçĕсем ытлашши пысăк мар, лайăх хĕл каçаççĕ.

«Калча вăйлă та сывă çитĕнсен çимĕç тухăç парать тенипе килĕшес килет. Çу кунĕсенче калчасене пăхсах, сăнасах тăтăмăр, çум курăкĕнчен тасатрăмăр. Çак ĕçе хамăр район çыннисемпе тан Етĕрне районĕнчи Йÿçпан ялĕнчен те хастар хутшăнчĕç», - ĕç-пуçа уçăмлатать бригадир. «Уйра ĕçлекенсене вĕри апат çитереççĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен тÿрех укçа параççĕ», - теççĕ Элĕкри Анатолий Ивановпа Дубовски поселокĕнчи Михаил Михайлов. Вĕсем кунта кун сиктермесĕр тенĕ пек тăрăшаççĕ.

Мĕнле тăрăшатăн - çавăн пек тухăç илетĕн. Çу кунĕсенче тимлесе ĕçлени куç умĕнчех. Кăчăрт-кăчăрт купăста лайăх упранасса шанаççĕ кунта вăй хуракансем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 октября 2017
10:40
Поделиться