Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнеке - чун апачĕ

Кĕнеке тавракурăма пуянлатать çеç мар, ăс-хакăла та ÿстерет. Вăл нумай çыншăн чун апачĕ шутланать. Кĕнеке фондне пуянлатасси библиотекарьсен паянхи чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку чухне вара вулакансен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ишпарайкка ял библиотекинче çулсеренех «Библиотекăна кĕнеке парнеле» акци иртет. Ăна кăçал та йĕркеленĕ. Ишпарайккăри Полина Егорова, Кăраклаври Виталий Владимиров тата Анатолий Семенов, Сурăмпуç Шĕмшешри Николай Егоров пулăшнипе библиотека фончĕ 90 кĕнекепе пуянланнă. Кĕнеке парнелени ăна тепĕр пурнăç панипе пĕрех.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 октября 2017
10:38
Поделиться