Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Портал пулăшу кÿрет

Халĕ килтен тухмасăрах паспорт илме те, автомашинăна регистрацилеме те пулать. Çакна пурнăçлас тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе çеç усă курмалла. Çакă вăхăта перекетлет, кирлĕ документсене те хăвăртах туса параççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ студентсене те пысăк пулăшу кÿрет. Пĕрремĕшĕнчен, Раççей Федерацийĕн паспортне илес тесен инçет мелпе заявлени çырма пулать. Хăв пурăнакан Миграци службин федераци управленине паспорта илме кăна каймалла. Унсăр пуçне Раççей Федерацийĕн гражданĕн регис- траци учетне тăма та инçе каймалла мар, ăна электрон мелпе пурнăçлама пулать. Коммерци мелĕпе вĕренекен студентсен налук тÿлевне илме е вĕреннĕшĕн тÿленĕ укçан 13 проценчĕ таран тавăрма пултараççĕ. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центра каймасăрах 14-18 çулхи çамрăксем вĕренÿрен пушă вăхăтра, професси пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулхи яшсемпе хĕрсем тата ĕçсĕррисем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă ĕç тупма пултарни те пĕлтерĕшлĕ. Студент автотранспорт туянсан çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕнче ăна регистрацилеме документсене электрон мелпе пама тата штрафсене пĕлсе тăма пултарать.

Н.СМИРНОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 октября 2017
10:34
Поделиться