Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк педагогсем

03 октября 2017 г.

Çамрăк педагогсем

Ялсенчи шкулсенче ĕçлеме çăмăр мар. Апла пулин те çак сăваплă тĕллеве пурнăçлакансен йышĕ ÿссе пырать. Çамрăксем ачасене пĕлÿ парассине юратса пурнăçлаççĕ. Тăрмăшри шкул директорĕ Светлана Владиславовна Николаева, ак, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе çитĕнÿсем тунă, коллектива ертсе пыма шаннă ăна. Пиллĕкмĕш çул ĕçлет вăл ку енĕпе, хăйсен йышне çамрăк специалистсемпе пуянлатассишĕн тимлет.
-163 ача вĕренме пуçларĕ кăçал, пĕлтĕр 154 пулнă. Вĕренекенсен йышĕ ÿсни савăнтарать, - тет ертÿçĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Тăрмăшри вăтам шкулта икĕ учитель ĕçлеме пуçланă иккен.
Павел Сергеевич Владимиров çемьере пĕрремĕш ача, асăннă шкултан 2013 çулта кĕмĕл медальпе пĕлÿ илсе тухнă та Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулсан тăван шкула таврăннă.
Тăрмăшсен тепĕр çамрăк вĕрентекенĕ - Татьяна Владимировна Леонтьева. Канаш районĕн хĕрĕ вăл. Акăлчан чĕлхипе вĕрентет педагог. Ульяновск хулинчи институтра заочно майпа аслă пĕлÿ илет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика