Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри чи чаплă шкулсене палăртнă

06 октября 2017 г.

Çĕршывра çулсеренех чи чаплă шкулсене палăртаççĕ. Хуларисене тата ялтисене тĕрлĕрен хаклани те паллă. Асăннă рейтинг шкулсене малалла тата хăватлăрах ĕçлеме хистет, аталанма май парать.
Раççей регионĕсенчи ял шкулĕсен ятарлă рейтингне – ТОП-300-е – кашни çулах Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсем те кĕреççĕ. Хальхинче те республикăри 11 шкул вĕсен йышĕнче. Пĕри – Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Унта çулсеренех шкул ачисене тарăн пĕлÿ пани палăрать.
Тăвай шкулĕсĕр пуçне асăннă рейтинга И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Элĕкри, Патăрьелĕнчи 1-мĕш номерлĕ, Патăрьел районĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи, Муркашри, Пăрачкаври, Красноармейски районĕнчи Тракри, Вăрмарти, Шăмăршăри, Елчĕкри тата Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем кĕнĕ.
Чăваш Енри 5 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени вара Раççейри чи лайăх 500 шкул йышĕнче. Вĕсенче ăс пухакансем пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ гимнази, 3-мĕш тата 44-мĕш лицейсем, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейпа 6-мĕш гимнази çĕршыври чи чаплă шкулсенчен пĕрисем.
Тăвай шкулĕн тĕслĕхĕ районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсене те пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарма пултарĕ. Эпир çакна шанса тăратпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика