АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăха пăхăнмалла

10 октября 2017 г.

Чугун çул транспорчĕ - çынсене тата тиевсене рельсран тунă çулсем тăрăх турттарса çÿрекен транспорт тĕсĕ. Тĕрĕссипе, чугун çул пысăк хăрушлăх кăларма пултаракан вырăн шутланать. Çавăнпа та ун çывăхĕнче пушшех те асăрхануллă пулмалла. Пирĕн районта чугун çул иртмест, апла пулин те хăрушсăрлăх çинчен пурин те пĕлмелле. Çынсенчен чылайăшĕ пурнăçăн ытларах пайне чугун çул çинче ирттернине тĕпе хурса Горькири чугун çул октябрĕн 4-мĕшĕнче чугун çул урлă каçмалли хăрушсăрлăх кунне йĕркеленĕ.

«Пирĕнтен инçех те мар, Вăрнар районĕнче чугун çул пур, хальлĕхе унта каçса çÿремелли 3 вырăн шутланать, тепĕр 2-шĕнче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Чугун çулсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та çак вырăнсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Горькири чугун çул çинче кăçал 21 инкек пулса иртнĕ, пĕлтĕр - 17. Пассажира турттаракан тата хулаçум пуйăсĕсем хутшăннипе пулнă инкексен шучĕ 8 хут ÿснĕ. Телее, пирĕн районта кун йышши инкексем пулман. Свердлов облаçĕнче пулса иртнĕ синкер тĕслĕхе аса илер. МАЗ водителĕ çул-йĕр хăрушсăрлĕхĕн правилисене пăсса йывăр тиев турттаракан пуйăспа пырса çапăннăччĕ. Кунта 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çавăнпа та кирек ăçта кайсан та хăрушсăрлăха малти вырăна хумалла», - асăрхаттарчĕ Вăрнарти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн административлă законодательствăпа ĕçлекен инспекторĕ Геннадий Казыкин.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене водительсен кăна мар, çуран çÿрекенсен те пăхăнмаллине палăртрĕ инспектор.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика