АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Остеопорозран сыхланар

10 октября 2017 г.

Остеопороз - шăмă çирĕплĕхĕ чакнипе тата вăл хуçăлас хăрушлăх пысăк пулнипе çыхăннă чир. Асăннă чир ытларах чухне аслăрах çулхисен палăрать, анчах та унăн паллисем маларах та асаплантарма пултараççĕ.

Остеопороз чирĕ мĕнле сăлтавсене пула ытларах аталанма пултарать-ха; Çыннăн шăмăра минерал çирĕплĕхĕ пĕчĕк, эндокрин чирĕсем пур пулсан шăмă чирĕ те часах вăй илме пултарать. Вăл самăр хĕрарăмсен ытларах палăрать. Остеопороз эпир хамăр мĕнле пурнăç йĕркине тытса пурăннинчен те килет. Çапла вара организмра кальци сахал пулни, D витамин çитменни те шăмăсен патраклăхĕ патне илсе çитерме пултарать. Çак чире аталанма пулăшакан факторсенчен пĕри вăл - пирус туртнипе эрех тата кофе ĕçни. Хускану сахал туни, пĕрмай ÿкни, ача чухне выçлăх çулĕсене чăтса ирттерни, менопауза тапхăрĕ тата ытти факторсем те чире аталанма май параççĕ.

Организма кальци тата минералсем çителĕклĕ кирлĕ. Шăмă çирĕплĕхĕ мĕнле пуласси вĕсенчен килет. Çавăнпа та кальци тата D витамин пур апат-çимĕç çимелле. Кусем вĕсем - сĕтрен хатĕрленĕ çимĕçсем, пулă, укроп-петрушка, пĕвер, соя.

Çавăнпа та остеопороз чирне асăрхаттарас тесен кашни çыннăн сывă прунăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Транспортпа çÿрессине çуран утнипе ылмаштармалла. Кофе ĕçни, сăмахран, шăмăсенчи кальцие пĕтерет. Тĕрĕс апатланни те пĕлтерĕшлĕ. кальцисĕр пуçне, апатра магнипе фосфор та пулмалла. Пирус туртсан каппилярсен спазмĕ вăрăма каять. Тухтăрсем ытлашши тăварлă çиме те сĕнмеççĕ.

Физкультурăпа туслашни нумай чир-чĕртен асăрханма пулăшать, шăмă çирĕпленет. Хускану тăвасси те вырăнлă пулмалла. Ку вăл ташă та, фитнес та, аэробика та. Мышцăсене туртăнма май паракан хусканусем тумалла. Вăраха кайнă чирсене сиплени те пĕлтерĕшлĕ. Остеопорозран асăрханмалла, тухтăрпа канашламалла. Енчен те шăмăсен çирĕплĕхĕ çухалсан тÿрех тухтăр патне каймалла. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен çулталăкра пĕр хутчен шăмăсене тĕрĕслеттермелле.

Любовь СМИРНОВА,

медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика