АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ сунар йĕлтĕрĕпех чупса тухрăм

10 октября 2017 г.

Кивĕ сунар йĕлтĕрĕпех чупса тухрăм

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пул» комплекс - ГТО - пирĕн çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче пуçланнă. Совет Союзĕнче анлă сарăлнă. Вăл физкультура хатĕрленĕвĕн тĕп программи шутланнă. Тепĕр хут çак юхăм 2014 çулхи март уйăхĕнче вăй илнĕ, ăна Раççей Президенчĕн Указĕпе çирĕплетнĕ. Халĕ республикăри кашни муниципалитетра ГТО нормисене памалли центрсем пур. Пирĕн районта Элĕк салинчи «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче çакăн пек центр йĕркеленĕ. Кунти ĕçе ятарлă пĕлÿ илнĕ, опытлă тренер-преподавательсем ертсе пыраççĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçлама шут тытнисемшĕн нимĕнле чăрмав та çук. 6 çултан пуçласа 70 çула çитнисем тата унтан аслăраххисем çирĕплетнĕ нормативсене пурнăçласа ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр медальсем илме пултараççĕ. Кашни çыннăн хăйĕн виçи пур паллах. Хĕрарăм е арçын пулнинчен тата миçе çултинчен килет. Манăн аслă ăрурисене, 50-60 çултан иртнисене, чĕнсе калас килет: ГТО витĕр тухасран пĕртте хăрама кирлĕ мар. Хăнăхтарусене вăй çитнине кура пурнăçламалла. Эпĕ те хампа пĕр çулхисемпе пĕрле вăй-хала тĕрĕслеме шутларăм. Манăн çурăм çине выртса кĕлеткене çĕклеме, алă вăйне тĕрĕслеме, тăнă çĕрте малалла авăнса алăсемпе çĕре перĕнме, виçĕ çухрăм утма тиврĕ, скандинави уттине те хирĕçлемеççĕ. Кусем çуллахи тĕссем пулчĕç. Хĕлле вара йĕлтĕрпе чупассипе ăсталăха тĕрĕслерĕм. Чаплă йĕлтĕр шыраса вăхăта ирттермерĕм, упăшкан кивĕ сунар йĕлтĕрĕпех чупса тухрăм. Пирĕн, аслă çулхисен, дистанцие шуса кăна тухмалла, вăхăтне шута илмеççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ такăр. Кунта физкультура урокĕсем кашни кун иртеççĕ. Трассăна шкул ачисем валли тунă.

Судьясем вара кашнин кăтартăвне протокола кĕртсе пыраççĕ, официаллă майпа çирĕплетеççĕ. Мĕн чăрмантарма пултарать çынна ГТО нормативĕсене пурнăçлама; Нимĕн те. Çыннăн кăмăлĕ кăна кирлĕ. Аслă ăрурисем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, алла усса ларар мар, чăн-чăн пурнăçпа пурăнар. Мăнуксемпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрар, спорт шкулĕнче ГТО тесчĕсемпе хамăра тĕрĕслер. Пушă вăхăта çемçе тÿшек çинче выртса ирттернипе никама та тĕлĕнтереймĕн, е эрех ĕçсе этем шутĕнчен тухса çÿрени те пулас ăрусем умĕнче пысăк çылăх. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем те сахал мар хальхи пурнăçра. Килти ĕç те нихăçан та пĕтмест. Çын ĕçлессишĕн çеç пурăнмасть, пурăнассишĕн ĕçлет. Сывлăха упрас тесе кашни ир хусканусем тума пулать. Чăтăмлăх кирлĕ. ГТО-ри тестсене хамăн ирхи хусканусем çумне хушрăм. Пурнăç çулĕпе йĕркеллĕ утма чăрмав кÿрекен пĕр хăрушла тăшман пур. Вăл - юлхавлăх. Ăна вăй илме парар мар. Спортра çĕнтерни мар, хутшăнни лайăх теççĕ. Кунта вара кам хутшăнать, çав çĕнтерет. Йывăрлăха çĕнтерни çынна чăтăмлăх парать.

Юлия МАКАРОВА,

Элĕк сали.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика